13 июля 2011 г.
Районти прокуратура ĕçченĕсем иртнĕ кунсенче Шурут ял поселенийĕнче Сирмадыр юхан шывĕ çинчи гидротехника сооруженине тĕрĕслерĕç. Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси çакна палăртрĕ: плотинан хуçи те çук, юсавсăр та.
Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн, гидротехника сооруженийĕн хуçи пулмаллах, эксплуатаци ĕçĕсене те унăнах ирттермелле.
Тĕрĕслев хыççăн прокуратура Шурут ял поселенийĕн администрацине плотинана регистрацилемелли пирки суда иск заявленийĕпе тухрĕ.
Источник: "Каçал Ен"