АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вар-хырăм чирĕсенчен сыхланар

09 июля 2011 г.

Çулла халăх хушшинче дизентерипе тата ытти вар-хырăм инфекцийĕсемпе чирлекенсем нумайланаççĕ. Çакăн сăлтавĕсем мĕнре-ха тата çав чирсем сарăласран сыхланса мĕн тумалла;

Варвиттипе чирлеттерекен микробсем çуллахи вăхăтра питĕ нумайланаççĕ, шывра, апат-çимĕç продукчĕсенче тата куллен усă куракан ытти япаласем çинче вăрах вăхăт сыхланса юлаççĕ. Хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕç, сăмахран, чăкăт, хăйма, сĕт çине лексе микробсем ĕрчеме тытăнаççĕ, вĕсене çиекен çынсем вара нумайăн чирлеççĕ. Çуман е япăх çунă пахча çимĕç çисен те чирлеме пулать. Тĕрĕслемен çăл куçсенчен шыв илни, ăна вĕретмесĕр ĕçни те хăрушă. Çавăн пекех шыва кĕнĕ чухне ăнсăртран таса мар шыв çăтсан та варвитти чирĕпе чирлеме пулать.

Сиенленнĕ хыççăн чирĕн пирвайхи паллисене асăрхиччен темиçе сехетрен пуçласа темиçе кунах çитет. Ку вăл — палăричченхи тапхăр. Анчах çак тапхăр вĕçленнĕ тĕле чирлĕ çын ыттисене те чир ертме пултарать.

Вар-хырăм чирĕсемпе аптранă çын пуç ыратнине, вăй пĕтсе килнине, апат анманнине, вĕрилентернине туйса илет. Çавăн пекех хырăмлăхпа пыршăлăх ыратать, варвитти пуçланать.

Вар-хырăм чирĕсенчен сыхланас тесен мĕн тумалла-ха:

— пасарта сутакан сĕте вĕретмесĕр ĕçме юрамасть;

— ăçтан килнĕ унтан ăснă шыва ĕçмелле мар;

— апат-çимĕç вараланасран, пăсăласран сыхланмалла;

— продукт этикетки тăрăх ăна хăçан туса кăларнине, хăш вăхăтчен усă курмаллине тĕплĕн вуласа паллашмалла;

— пахча çимĕçе, улма-çырлана çиес умĕн вĕренĕ шывпа çумалла;

— кашни çыннăн обществăлла гигиена правилисене ялан çирĕп пурнăçламалла, апат хатĕрлес умĕн алăсене супăньпе çуса тасатмалла;

— шăнасем çак чире саракансем пулнине пĕлсе вĕсене пĕтерме тăрăшмалла.

Хальхи вăхăтра пахчара, садра, анкартинче тем тĕрлĕ çимĕç те пулса çитсе пырать. Вĕсене курсан ачасем аллине çумасăрах кăлараççĕ е татса илсе çиеççĕ. Çакă вара вĕсене вар-хырăм чирĕ патне илсе пыма пултарать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика