АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăннă кашни çулшăн – пĕрер километр

09 июля 2011 г.

«Каçал ен» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ чухне отпуск вăхăтĕнче, килте пĕр уйăх ахаль ларас мар тесе, Ульяновск облаçĕнче вырма ĕçĕсенче пулма тÿр килчĕ. Çавăн чухне, каçхине, ĕçсене пĕтерсе килнĕ хыççăн, манăн алла Ульяновск облаçĕнчи пĕр районăн хаçачĕ лекрĕ. Интересленсе вуламалли те тупăнчĕ. «По километру за год жизни» кĕске информацире пирĕн ентеш, Хирти Шăхасанта çуралса ÿснĕ Петр Порфирьев çинчен тĕлĕнмелле çырса кăтартнă. Сăмах май, хам Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чух, вăл та кунта пĕлÿ пухнă. Тĕлĕнмелли акă мĕнре: çак çын 50 çул тултарсан пĕр кунта 50 километрлă дистанцие чупса тухнă. Çавăнтанпа вара кашни çул хăй çуралнă кунне халалласа пĕрер километр хушса марафонлă дистанцие тухнă. Кăçал Петр Архипович 60 çулхи юбилей кĕрекине ларчĕ. Унăн тĕллевĕ — марафонăн 60 километрлă дистанцине ăнăçлă чупса тухса чи çывăх юлташĕсемпе вĕри чей ĕçсе пурнăçăн малашнехи утăмĕсене палăртасси.

Апла пулсан кам-ха вăл Петр Порфирьев; Ульяновск облаçĕнче пулнăранпах çак шухăш манăн пуçран каймарĕ. Ун çинчен ытларах пĕлес килчĕ, юлташĕсене тупас тесех тăрăшрăм. Пĕри тупăнчĕ. Вăл — районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн водителĕ Василий Краснов. Сахал мар пулăшрĕ Василий Сергеевич хамăрăн ентешĕмĕрĕн, Петр Архиповичăн, пурнăç çулĕпе кĕскен те пулин утса тухма.

Хирти Шăхасанта пурăннă Архип Васильевичпа Екатерина Захаровна тăватă ачана кун çути кăтартса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ Шура хăйĕн пурнăçне сывлăх хуралĕпе çыхăнтарнă, Санкт-Петербургра тĕпленнĕ. Çак çемьере Петр — иккĕмĕш ача. Ун çинчен сăмах малалла пулĕ. Порфирьевсен виççĕмĕш ачи те ывăл — Николай. Вăл — Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ, наука кандидачĕ. Кĕçĕнни вара Люба. Йăвашкелĕнче хăйĕн çемйипе пурăнать, дояркăра вăй хурать.

Маларах Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕ пирки асăннăччĕ ĕнтĕ. Кунта пĕр çул вĕреннĕ хыççăн Петр Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне çÿреме пуçлать. Ăнăçлă вĕренсе пырса алла аттестат илет. Унта вара лайăх паллăсем анчах. Спорт енĕпе вĕренме кайма кăмăлĕ çав тери туртнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула Петьăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вăл Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Училище хыççăн — çар служби. Петр салтак тивĕçне Заполярьери чикĕ хуралĕн чаçĕнче туллин пурнăçласа тăван ене таврăнать.

Шухăшсем, шухăшсем... Тĕллевсем, тĕллевсем... Нумай тăхтаса тăмасăр хăйĕн пурнăçне сывлăх хуралĕпех çыхăнтарма палăртать Петя. Уфари медицина институтĕнче врач профессине алла илме тытăнать. Ку вăл 1973 çулта пулнă. Институтран Петр Архипович врач-терапевт дипломне алла илсе 1980 çулта тухать. Пирĕн ентеш Ульяновскра тĕпленет, малтан хулан виççĕмĕш номерлĕ, каярахпа çиччĕмĕш номерлĕ больницисенче хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Мăшăрĕ те, Ольга Михайловна, сывлăх хуралĕнчех вăй хурать, невропатолог. Хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем.

Петр Архипович 60 çула çитсен (çуралнă кунне халалласа) пĕр кунта 60 километр чупма вăй-хăват ăçтан тупать-ха; Паллах, çак ыйту çине кашнийĕ тĕрлĕ хурав пама пултарать. Манăн вара пĕр хурав: Петр мĕн ачаран спортпа çав тери туслă пулни. Шкул çулĕсенчех вăл çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿсем тунă. Футболистсен командинче кашни вăйăра хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тухсан вара хăйне чăн-чăн спортсмен пек туйнă. Ăмăртусенче кашнийĕнчех призерсен шутĕнчен тухман. Çавăнпах мар-и ĕнтĕ Шупашкарти медицина училищин йĕлтĕрçисен команди республикăра иртекен кашни ăмăртура тенĕ пекех малти вырăнсене йышăннă. Çар службинче те спорт тĕлĕшĕнчен пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнă. Вăл çар округĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче хăйĕн чаçĕн чысне хÿтĕлесе яланах малтисен ретĕнче тăнă. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăри кăтартăвĕсемпе. Çавăнпах ĕнтĕ ăна Мурманск облаçĕнчи «Динамо» спортобществăн пĕрлештернĕ командине те кĕртнĕ.

Çар служби хыççăн, Уфари медицина институтĕнче вĕреннĕ чухне, Петр институт командинче тинĕсре çул кăтартакан маяк вырăнĕнче пулнă. Мĕнле кăна ăмăртусене хутшăнман пулĕ пирĕн ентеш; Кашнийĕнчех командăн кăтартăвĕсене дипломсемпе, медальсемпе палăртнă. Медицина ĕçченĕсен Раççейри йĕлтĕрпе чупассипе ирттерекен ăмăртăвĕсенче Петр Порфирьев пĕрре кăна мар чемпион лентине тивĕçнĕ.

Врач дипломне илсен, Ульяновск хулинче терапевтра ĕçлеме тытăнсан, Петр Архипович вăрăм дистанцисене чупассипе хăйĕн вăйне тĕрĕслеме пуçлать. Спорт ăмăртăвĕсене «ветеран» статуспа хутшăнать. Хулара иртекен ăмăртусенче кашнийĕнчех чемпион ятне тивĕçет. Темиçе хутчен те Раççейри чемпионатсене хутшăнса хисеплĕ вырăнсене йышăнать, ылтăн, кĕмĕл, бронза медальсене çĕнсе илет. Мĕн чухлĕ диплом, грамота, медаль, кубок Петр Архиповичăн килĕнче... Ăна шутласа та кăлараймăн. Çав наградăсем çинчен çырса та пĕтереймĕн. 60 çула çитсе 60 километр чупма вăй-хăват çитерекен çыннăн вăй-халне çакă уççăнах çирĕплетсе паратьĕнтĕ.

Халĕ Петр Архипович марафон чупăвĕсенче (вăл 42 километр та 195 метр) пысăк çитĕнÿсем тăвать. Чăннипех те хисепе тивĕçлĕ пирĕн ентеш нумаях пулмасть Мускав облаçĕнче ирттернĕ марафон ăмăртăвĕсене хутшăнса хаклă парнене тивĕçнĕ. Июнĕн 26-мĕшĕнче Санкт-Петербургри «Белые ночи» ятпа иртнĕ марафон ăмăртăвĕсенчен те киле медальпе таврăннă. Июлĕн 16-мĕшĕнче вара Петр Архипович Уфара ветерансем хушшинче пулакан марафон чупăвне кайма хатĕрленет.

Нумаях пулмасть Петр Архиповичпа телефонпа калаçма тÿр килчĕ. «Ачана сăпкаранах спортпа çывăхлатма тăрăшмалла, ашшĕ-амăшĕн унăн сывлăхĕшĕн нихăçан та кулянмалла пулмĕ. Çакна эпĕ врач пулнипе кăна мар, хамăн пурнăç уттине тишкернипе калатăп»,— терĕ ентешĕмĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика