АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçрен киленÿ илсен...

09 июля 2011 г.

Ирина Валерияновна Токмакова районти шалти ĕçсен пайĕнче 17 çула яхăн ĕçлет. Вăл — финанспа экономика уйрăмĕн начальникĕ е урăхла каласан – тĕп бухгалтер. Çĕр-çĕр профессирен çак профессие ăнсăртран суйламан вăл. Шкулта лайăх вĕреннĕскерĕн математика предмечĕпе дневникре «5» паллăсем кăна пулнă. «Шкулти пурнăçа аса илнĕ май, чи малтанах Галина Антоновна Смирнова, Валентина Васильевна Андреева учительсене ырăпа кăна асăнас килет»,— пуçларĕ калаçăва Ирина Валерияновна.

Комсомольскинче вăтам шкул пĕтерсен вăл Канашри финанс техникумне çул тытать. Унта экзаменсемсĕр, аттестатри паллăсене шута илнипе, вĕренме кĕрет. Яланах ĕçе тĕплĕ тума, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма хăнăхнă Ирина техникумран 1992 çулта вĕренсе тухать, «патшалăх бюджечĕн финансисчĕ» специальноçа алла илет. Дипломлă хĕре Шупашкар районĕн администрацине ĕçлеме яраççĕ. Çав çулах вăл качча каять, ывăл çуратать.

Комсомольскинчи шалти ĕçсен пайĕнче 1993 çулта ĕçлеме пикенет. 5 çула яхăн казначейре, каярахпа вара — тĕп бухгалтерта.

«Ытти предприяти-организацисенчи пек, шут ĕçĕсене кăна тумастăп. Ар çынсемпе танах «Шырав» ушкăнпа каçхи рейдсене çÿретĕп. Ас тăватăп, пĕррехинче çуллахи каç Алексей Ефремовпа иксĕмĕр дежурствăра пĕр ял хуçалăх производство кооперативĕн уйĕнчен утă вăрлакансене тытса чартăмăр. Йывăр пулсан та, ĕç питĕ килĕшет мана. Бухгалтер ĕçĕнче унччен ансатрах пулнă пулсан, паян вара милицирен полицие куçнă тапхăрта, паллах, шутламалли нумай. Халĕ çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх. Улшăнусене хăнăхма, вĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пыма çăмăлах мар»,— пĕлтерчĕ кулленхи ĕç пирки И.Токмакова.

Чĕре хушнипе пурнăçлакан ĕç яланах паха çимĕç парать. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Ирина Валерияновнăна Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕ «За верность долгу», «За отличие в службе» медальсемпе, «Георгиевский крест» паллăпа наградăланă.

Ирина пушă вăхăтра кукăль пĕçерме ухута. Çуллахи кунсенче улма-çырла, кĕркунне вара кăмпа пуçтарса хĕл валли хатĕрлет.

«Хăнасене эпĕ питĕ тарават. Килекене лавккаран илсе касса хунипе мар, хам алăпа хатĕрленĕ блюдăсемпе тĕлĕнтерме юрататăп»,— терĕ вăл.

— Çын пĕрмай ĕçпе çеç пурăнаймасть. Вăй-хăват, пултарулăх тапса тăтăр, ан иксĕлтĕр тесен канма та пĕлмелле-çке,— терĕм эпĕ уйрăлас умĕн.

— Хама эпĕ хисеплетĕп, юрататăп. Канма кашни çулах ют çĕр-шывсене кайса çÿретĕп. Лайăх каннă хыççăн ĕç те ăнать. Телей вăл маншăн – атте-анне, ывăл сывă пулни, юлташсем, ĕçтешсем ăнланни,— терĕ Ирина Валерияновна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика