09 июля 2011 г.
Иртнĕ юн кун районти шалти ĕçсен пайĕн актовăй залĕнче 2011 çулти çур çул ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Ăна яланхилле пакунлă çынсем хăйсем кăна мар, районти ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле ирттерчĕç.
Унта район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, Валерий Гришин прокурор, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин инспекци начальникĕ Николай Ефремов та хутшăнчĕç.
Чи малтанах Геннадий Федорович ЧР Шалти ĕçсен министерстви 91 çул тултарнă ятпа саламларĕ, милици сотрудникĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Чыса тивĕçнисем: Сергей Мунтайкин тата Сергей Кокорев майорсем, Игорь Козлов капитан, Николай Тумаланов сержант тата ыттисем те. Çавăн пекех нумай сотрудник Тав хутне тата премие тивĕçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ шалти ĕçсен ветеранĕсене — Петр Лапшина, Евгений Шингалова, Кира Еремеевăна, Мария Илларионовăна, Герман Ильина, Александр Ларионова, Владимир Райкова, Вячеслав Воронова, Петр Силивестрова, Вагиз Ямалиева, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене Валерий Волкова, Геннадий Ракчеева, Геннадий Ефремова, Юрий Лукиянова та Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
Ун хыççăн вара пухăннисем умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин доклад турĕ. Пакунлă çынсем 2011 çулта профилактикăлла мероприятисем тивĕçлĕ шайра ирттернипе пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан преступленисен шучĕ чакнă. Шăпах çакăн çинче чарăнса тăчĕ те ĕнтĕ Геннадий Николаевич.
Çулсем çинчи хăрушсăрлăх пирки калама та манмарĕ подполковник. «Çынсем вилессине, суранланассине май пур таран чакармалла. Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакан водительсене нимле каçару та пулмалла мар. Сотрудниксене те асăрхаттарса калатăп: енчен те правасăр е эрех ĕçсе руль умне лартăр пулсан — çав кунах ĕçрен тухса каяс пирки заявлени пама пултаратăр»,— çирĕп асăрхаттарчĕ вăл.
Çавăн пекех районти шалти ĕçсен пайĕн криминаллă тата обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕсен начальникĕсем Анатолий Левыйпа Алексей Ефремов, кадрсемпе ĕçлекен Михаил Фролов хăйсем ертсе пыракан структура ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе 95 полицейски ĕçлеме тытăнать, вĕсенчен 69-шĕ — пирĕн район территорийĕнче. Штат расписанийĕн проекчĕпе паллашма пурин те май пур, тен, унта улшăнусем те кĕртĕç.
ЧР Шалти ĕçсен министерствин инспекци начальникĕ Николай Ефремов районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕсем умĕнчи малашнехи тĕллевсене палăртрĕ, экстремизмпа терроризм ыйтăвĕсем районта кăтартуллă мар пулин те, шанчăксăр çынсене куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ. «Ĕçре малашне процентсемпе калаçмалла мар, тухăçлăх тĕп вырăнта пулмалла. Çынсем пулăшу ыйтса шăнкăравласан алă сулма юраманнине пурин те ăнланмалла. Тĕслĕхрен, хуласенче ĕçлекенсен шăнкăрав е заявлени пулсан граждансем патне 10 минутра çитмелле. Ял тăрăхĕнче 30 минутран кая юлмалла мар. Çийĕнчех вырăна тухсан киревсĕр ĕç тăваканăн йĕрĕ çине ÿкме пултарĕç.
Район территорийĕнче наркотикпа, хĕç-пăшалпа çыхăннă преступленисем пĕрре те тупса палăртман. Çак енĕпе 9 уйăх ĕçĕсене пĕтĕмлетÿ тунă чухне яваплă сотрудниксене уйрăм итлĕпĕр»,— терĕ Николай Кириллович. Тĕп хуламăртан килнĕ хăна реформа пирки калаçнă май çакна та палăртрĕ: улшăнусем паян-ыранах пуласса кĕтни вырăнсăр. Паянхи кун Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствине федераллă тата республика бюджечĕн укçипе тытса тăраççĕ, çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен федераци бюджечĕ кăна укçа уйăрĕ.
ШĔМ йышне вара çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен аттестацилемелле. Ĕç калăпăшĕ питĕ пысăк. Çавна май хăш сотрудниксем тĕлĕшпе иккĕленÿ çук — вĕсене заочно майпа аттестацилеççĕ. Ыттисене вара комиссие чĕнĕç. Пакунлисен йышĕ республикăра пурĕ 22,3 процент пĕчĕкленет.
Чĕчкен, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Юрий Лукияновпа Геннадий Ефремов участок уполномоченнăйĕсем епле ĕçленипе паллаштарчĕç, утă-улăм туса хатĕрленĕ вăхăтра вĕсем ан «ураланччăр» тесе каçхи рейдсем епле йĕркелени çинчен каласа пачĕç.
Йĕрке хуралçисен çынсем преступлени çулĕ çине тăрасран сыхă тăмалла. Çак тĕллевпе вара хăйсен професси ăсталăхне, ĕçри яваплăхне ÿстерсех пымалла.
Хамран та çакна каласшăн: полицие шанмалла, хурахсене шанăç памалла мар.
Источник: "Каçал Ен"