09 июля 2011 г.
С.Семенов полковник республикăн Шалти ĕçсен министерствин тилхепине тытнăранпа пĕр уйăх иртрĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун вара республикăн «тĕп полицейскийĕ» пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн пуканне Г.Н.Кокшин йышăнни пирки приказ кăларнă. Геннадий Николаевич малашне Комсомольскипе Елчĕк районĕсен пĕрлештернĕ уйрăмĕн начальникĕ пулĕ. Çапла вара августăн 1-мĕшĕччен полици подполковникĕн хăйĕн çумĕсене (малашне 3-ĕн пулаççĕ) çирĕплетмелле.
«Шанăçа тÿрре кăларма, чи лайăх йăласене упрама, районти шалти ĕçсен органĕн çĕнĕ çул-йĕрне вăй парас тĕллевпе пĕтĕмпех тума тăрăшăп»,— тенĕ Геннадий Кокшин ĕçе пикенсе.
Сăмах май, республикăра 21 районта пурĕ 15 пай пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"