АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почта ĕçченĕсене ăнăçу сунатпăр

09 июля 2011 г.

Июлĕн 10-мĕшĕнче Раççейри почта ĕçченĕсем професси уявне паллă тăваççĕ. Çак куна 1994 çултанпа РФ Президенчĕн Ука-зĕпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ.

Почта çинчен малтан çырнисем пин çул каяллах тĕл пулнă пулин те, çак служба I Петĕр реформинчен пуçланса кайнă тесе шутлаççĕ. 1693 çулта Петĕр патша Мускав — Переславль-Залесский — Ростов — Ярославль — Вологда — Архангельск маршрутпа почта линийĕ йĕркелесси пирки хушу кăларнă. Чăваш Республикин территорийĕнче вара пирвайхи почта станцийĕ Çĕрпÿ хулинче 1820 çулта уçăлнă.

Почтальонсем адресатсене пĕлтерĕшлĕ çырусем, корреспонденцисем çитерсе параççĕ. Унта ĕçлекенсем хăвăртлăхпа шанчăклăха тĕп вырăна хураççĕ.

Паян вара Раççейре почта çыхăнăвĕ 42 пин объектран тăрать, вĕсем çĕр-шывăн пĕтĕм талккăшĕпех пур. Миллиарчĕпе çыру, миллионшар хаçат-журнал, посылкăсем, укçа куçарăвĕсем, пенсисемпе пособисем, коммуналлă тÿлевсем тата ыттисем тухаççĕ асăннă служба витĕр. Раççей почти çынсене пĕрлештерме, çĕнĕ хыпарсемпе паллашма, çĕр-шыв экономикине çирĕплетме пулăшать.

Професси уявĕ ячĕпе районти почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене, кунтан тивĕçлĕ канăва кайнисене чун-чĕререн саламлатпăр. Эпир кăларакан «Каçал ен» тата «Вакыт» хаçатсене çырăнтарассишĕн, халăх хушшинче сарассишĕн ырми-канми тăрăшакан почтальонсене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калас килет. Çăмăл мар ĕçĕрте малашне те ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика