09 июля 2011 г.
Иртнĕ çулла питĕ шăрăх тăнипе пирĕн асра юлчĕ, кăçалхи вара — темиçе эрнене пынă çумăрсемпе. Пĕрисем выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм, сенаж туса илейменнине, тырпул тухăç паманнине çанталăк çине йăвантарма хăнăхнă пулсан, теприсем хăйсене, ĕçлес пултарулăхне шанаççĕ.
Иккĕмĕшсен йышне ман «Урожай» колхоз ĕçченĕсене кĕртес килет, мĕншĕн тесен унта иртнĕ çул та пушă пÿлмепе юлман. Хатĕрленĕ 3,5 пин тонна сенаж обществăлла выльăха хĕл каçарма çитнĕ çеç мар, юлнă та. Улăмĕ вара сутмалăх та пулнă, 200 тоннине патăрьелсем туяннă. Ку тĕлĕшпе ял çыннисене те кÿрентермен, пысăках мар хакпа 600 тонна тырă та панă. Районти чылай ял хуçалăх предприятийĕ тĕрлĕ облаçсенчен кĕркунне-хĕлле утă-улăм, сенаж, фураж турттарчĕ пулсан, шурутсем хăйсем хатĕрленĕ апатпах выльăх-чĕрлĕхе тутă усранă. Тĕрĕссипе каласан, республикăра та кунашкалли сахал пуль. Кĕтÿ йышĕ пĕчĕк тесе калаймăн вĕсенне, мăйракаллă шултра выльăх 750 пуç, 1300-е яхăн сысна усраççĕ. Хĕл каçа пĕр пуçне те чакарман.
— Сирĕн колхозра та пĕлтĕр çанталăк условийĕсем урăхла пулман ĕнтĕ. Çапах та эсир çителĕклĕ апат янтăласа хăварма, тырри-пуллине, çĕр улмине ыттисенчен ытларах туса илме пултарнă. Вăрттăнлăхăра уçса парсамăр, — ыйтрăм «Урожай» колхоз председателĕнчен Алексей Ершовран. Эпир çитнĕ чухне вăл шăпах хиртеччĕ. Кунта тĕрлĕ техника ĕçлет, çулса кушăхтарнă клевера сенаж тума пуçтарса вĕтетеççĕ, механизаторсемпе водительсем ăна траншейăна турттарса тăраççĕ.
— Эпир пĕтĕм ĕçе вăхăтра тума хăнăхнă. Агротехника ыйтнине çирĕп пăхăнса пурнăçлатпăр, çавă çеç,— терĕ Алексей Никифорович. Унăн сăмахĕсене тĕп агроном Василий Денисов та çирĕплетрĕ.
— Ĕçе ячĕшĕн, ÿппĕн-теппĕн тунин усси сахал. Акă, сенаж хумалли технологие те пĕтĕмпех пăхăнатпăр. Нумай çул ÿсекен курăка малтан çулса пăрахса кушăхтаратпăр, унра 50—55 процент çеç нÿрĕк юлсан вара траншейăна хыватпăр, таптаса пусăрăнтаратпăр. Çакăн пек сенажа çеç пахалăхлă теме пулать. Июлĕн 7-мĕшĕ тĕлне 3560 тонна сенаж хывнă, 320 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ. Черетре — пĕр çул ÿсекен курăксем, вĕсене те кĕçех çулма пикенĕпĕр,— пĕлтерчĕ Василий Федорович.
Уйра вара техника шавĕ пĕр саманта та лăпланмасть. Андрей Ложков кушăхнă курăка «Полесье» УЕС агрегатпа пуçтарса, вĕтетсе машина-трактор çине тиесех пырать. Симĕс массăна Эмир Камальдинов, Тагир Сайфуллов водительсем, Николай Никифоровпа Александр Мунтайкин механизаторсем турттарса тăраççĕ. Сенажа таптаса пусăрăнтарнă çĕрте вара Илья Аюков, Николай Маков тата Валерий Комаров тăрăшаççĕ. Траншейăна кунсерен 350—400 тонна сенаж хурса пыраççĕ.
«Урожай» колхоз кăçал 1275 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, çĕр улми 140 гектар йышăнать. Вĕсене çум курăк, хурт-кăпшанкă ан сиенлетĕр тесе им-çам сапнă, ретсене кăпкалатса çырнă. Пучах кăларса ыран-паян шăркана ларма хатĕр тырăсем лăпкă çилпе илемлĕн хумханса лараççĕ. Уйсем таса пулни тÿрех куçа курăнать. Чăн-чăн хресчен чунĕллĕ, хуçалăх ĕçне тĕплĕн пĕлекен хуçан урăхла пулма та пултараймасть ĕнтĕ. Алексей Никифорович хуçалăха çирĕм улттăмĕш çул ертсе пырать. Тĕп агроном Василий Денисов пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнипе чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ. Çу кунĕсенче ытларах хирте тĕл пулатăн ăна. Ĕçе тĕплĕн тума хăнăхни, чылай çул пуçтарăнса пынă опыт вĕсене пурнăçра пулăшса пырать, хăçан мĕнле утăм тумаллине систерет. Юлашки çулсенче шурутсем техника паркне те тĕппипех çĕнетнĕ. Хуçалăх счечĕ çинче яланах укçа пуртан машина-трактора, комбайнсемпе агрегатсене кредитпа туянмаççĕ вĕсем. Тĕрлĕ ял хуçалăх продукцине тухăçлă туса илме, вырнаçтарма тата укçа-тенке перекетлĕ те тирпейлĕ тытма пĕлнине пĕлтерет ĕнтĕ çакă. Сĕт сутни те колхоз кассине самаях пысăк тупăш кĕртет. 216 сăвакан ĕне сĕт-çу ферминче. 2011 çулхи ултă уйăхра «Урожайра» 532 тонна сĕт туса илнĕ.
— Çакă пĕлтĕрхи асăннă вăхăтринчен 42 тонна ытларах. Кашни ĕне пĕрремĕш çур çулта вăтамран 2500-е яхăн килограмм сĕт антарнă. Халăхран та пуçтаратпăр. Хакĕ тивĕçтернипех пуль, ял çыннисем сĕте колхоза çеç параççĕ. 6 уйăхра вĕсенчен пурĕ 501 тонна туяннă. Уншăн çынсемпе укçан татăлатпăр, çу хисепне кура 1 килограмĕшĕн 8,5—10 тенкĕ тÿлет-пĕр,— кăтартусемпе паллаштарчĕ тĕп бухгалтер Рамиль Тукаев. Сĕте Çĕнĕ Кипеçри сыр цехне ăсатаççĕ иккен.
Иртнĕ хĕле валли выльăх апачĕ туянса тăкакланнăшăн хальхи вăхăтра хуçалăхсене субсиди тавăрса пама пикеннĕ. Шурутсем айккинчен пĕр грамм та утă-улăм туянман та, вĕсене тивĕçмест çак тÿлев. Кун пирки колхоз председателĕ Алексей Ершов хăйĕн шухăшне каламасăр чăтаймарĕ.
— Урăх çĕртен выльăх апачĕ кÿрсе килни хуçалăхсене пĕрре те илем кÿмест. Ертÿçĕ, специалистсем çаврăнăçусăр пулнине çеç пĕлтерет. Çакăншăн патшалăх çиелтен субсиди пани вара хуçасăрлăха тата аталантарма пулăшмĕ-ши; Тăрăшса ĕçлекенсене ытларах хавхалантарма тăрăшмалла,— терĕ вăл.
Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр тăма çук. Чăннипех чунне парса, тар юхтарса ĕçлекенсене ытларах хисеплеме вĕренесчĕ. «Урожай» колхоз вара чылай çул ĕнтĕ ытти хуçалăхсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Малашне те пысăк ÿсĕмсемпе ĕçлеме ăнăçу сунатăп вĕсене.
Источник: "Каçал Ен"