02 июля 2011 г.
Шел пулин те, хĕрсем, хĕр-арăмсем хушшинче хырăм пăрахакансем (аборт) тĕл пулаççĕ-ха. Анчах та çакă сывлăхшăн сиенлĕ пулнине пурте ăнлансах пĕтереймеççĕ. Ăнлантару ĕçĕсем тăвас, çие юлнă хĕрсемпе хĕрарăмсене çак çултан пăрас тĕлĕшпе республикăра июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 20-мĕшĕччен акци ирттереççĕ.
Хырăм пăрахни мĕншĕн сиенлĕ-ха?
Чи малтанах çакă хĕрарăм пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратать. Малашне ача çуратас енĕпе кăткăслăх сиксе тухать. Амăшĕсен 25—30 проценчĕн, варти ачан та çуралнă хыççăн 7 кунра вилнин 20—25 проценчĕн сăлтавĕ — малтан аборт туни.
Организма пĕрре те сиенлемесĕр хырăм пăрахма çук. Çакна темиçе хутчен те тусан эндометриоз, амалăх миоми, мастопати тата ытти чирсем аталанма пултараççĕ. Аборт туни хĕсĕрлĕх, пĕтĕленме пултарайманни патне илсе пынă тĕслĕх чылай. Уйăх хушши килессси те пăсăлать. Хĕрарăмăн ар шухăшĕ те вăйсăрланать (фригидность).
Хырăм пăрахни çие юласран хăтармасан та пултарнине шута илĕр. Хăшĕ-пĕри 11—14 кунранах пĕтĕленме пултарать.
Кĕтмен чухне çие юласран мĕнле сыхланмалла-ха? Хальхи вăхăтра тĕрлĕ контрацептивсем пур — ĕçмелли эмелсем те, спиральсем те, презервативсем те... Хырăм пăрахмалла ан пултăр тесен ар çыхăнăвне кĕнĕ чухне çие юласран сыхланмалла. Контрацепци хатĕрĕсенчен хăшне суйласа илмеллине сире гинекологсем тĕплĕнрех ăнлантарса парĕç.
Çул çитмен хĕрсене июлĕн 12-мĕшĕнче районти тĕп больницăра гинеколог перинатолог тата генетик йышăнаççĕ. Çитĕр, консультаци илĕр.
Хĕрарăмсем! Кĕтнĕ ачасене çеç çуратасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"