АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕрех пулăр

02 июля 2011 г.

Тĕнчере тĕрлĕ çын пулать. Пĕрисем ĕмĕр тăршшĕпе тар тăкса укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ, теприсем вара ют пурлăха хапсăнма пăхаççĕ. Унпа пуятпăр тесе шутлаççĕ-ши? Пирĕн редакцие Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Е.С.Савиновăран çыру килчĕ. «Ман пата пыл сутакан килчĕ. Виçĕ литр кĕрекен савăтри пыла 1 пин тенкĕпе сутни пирки пĕлтерчĕ. Эпĕ тепĕр савăт та илме килĕшрĕм. Хам 2 пин тенкĕ кăларса патăм тесе шутларăм. Кайран вара манăн 13 пин тенкĕ укçа тухманни палăрчĕ. Эпĕ çийĕнчех кÿрше В.С.Терентьев патне каçрăм. Вăл телефонпа районти шалти ĕçсен пайне шăнкăравларĕ. Часах унти ĕçченсем ман пата çитрĕç. Тĕплĕн ыйтса пĕлчĕç, лăплантарчĕç. «Сире хур кăтартнă çынна тупатпăрах тесе шантарчĕç»,— тесе çырать вăл çырура. 84 çулхи карчăк хăйне улталанă çынна тупса палăртма пулăшнăшăн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене чĕререн тав тунине пĕлтерет, вĕсене малашне те йĕркелĕх хуралĕнче сыхă та пултаруллă пулма ырлăх-сывлăх, вăй-хал сунать.

Ку ĕç пирки районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн следователĕ К.С.Алексеева çапла пĕлтерет: «Шăмăршă районĕнчи Пысăк Пуянкасси ялĕнче пурăнакан А. кăçалхи июнĕн 3-мĕшĕнче ирхине 11 сехет тĕлнелле Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Е.С.Савинова килне пырса кĕнĕ. Ăна 3 литр кĕрекен савăтпа пыл сутасси пирки пĕлтернĕ. Уншăн ватă хĕрарăмран 1 пин тенкĕ ыйтнă. Лешĕ килĕшнĕ. Ăна 1 пин тенкĕ вырăне 6 пин тенкĕ кăларса панă. Куçĕ курманнипе 500 тенкĕлĕх 12 купюра тыттарнă. А. çакна курса тăрсах шарламасăрах укçа-тенке кĕсйине чиксе хунă. Ватă çынран татах та ямăт укçа йăкăртма май пуррине чухласа А. ăна 3 литрлă тепĕр савăтпа пыл туянма сĕннĕ. Е.Савинова килĕшнĕ. Хальхинче ăна ватă çын 7 пин тенкĕ тыттарнă. Çапла вара вăл карчăкран 11 пин тенкĕ ытлашши (2 пинĕ пылшăн) укçа илнĕ.

А.гражданкăна РФ Уголовлă Кодексăн 159 статйин 2-мĕш пайĕпе айăплама ыйтрăмăр». Çавăн пекех юстицин аслă лейтенанчĕ К.С.Алексеева ял хуçалăх продукцийĕсемпе тата ытти япаласемпе суту-илÿ тунă чухне тимлĕрех пулма ыйтать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика