02 июля 2011 г.
1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче СССР Халăх комиссариачĕн Совечĕ Патшалăх авто-инспекцийĕ çинчен калакан Постановлени йышăннă, çав инспекци çинчен Положени çирĕплетнĕ.
Пурнăçра чылай чухне инкек-синкек хамăртанах килет: е асăрханса çитерейместпĕр, е пĕлсе тăрсах йĕркене пăхăнмастпăр. Çул çинчи автоаварисен сăлтавĕ те çавăнпах çыхăннă. Кăçалхи ултă уйăхра район территорийĕнче 17 автоавари пулнă. Инкексен шучĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, чакнă. Аварисенче 5 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 20-шĕ аманнă.
...Раççей çулĕсем çинче çулсерен 30 пин ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çак çухатăва наци хăрушлăхĕпе танлаштараççĕ.
Январь—июнь уйăхĕсенче пирĕн сотрудниксем водительсен çул çинчи дисциплинине ÿстерес тесе чылай автопредприятире тĕрĕслев ирттернĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсемпе руководительсем ячĕпе çийĕнчех предписани çырнă. Водительсене те рейса тухас умĕн тăтăшах тĕрĕслеççĕ.
«2011 çулхи 6 уйăхра çул çинчи йĕркене пăснă 2442 тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Çав шутра çуран çÿрекенсем çине 179, хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманшăн 402, палăртнă хăвăртлăха пăхăнманшăн 1202 çын çине протокол çыртăмăр. Штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн вара Административлă Кодексăн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн 47 çынна тепĕр хут явап тыттартăмăр»,— паллаштарчĕ статистикăпа ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Н.Райков.
Чылай чухне канăçсăрлантаракан ыйту вăл — çула тухакан водительсем эрех ĕçни. Ÿсĕр çын руле шанчăклă тытманни каламасăрах паллă. Çулталăк пуçланнăранпа пулнă аварисен пĕр тĕслĕхĕ шăпах водитель ÿсĕр пулнипе çыхăннă.
Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, Каçал тăрăхĕ пуянрах та, аталанарах та пырать. Çавна май харпăр хăй хуçалăхĕнче автотранспорт тытакансен шучĕ те ÿсет. Çакă вара каллех çул-йĕр правилисене пăсакансем йышланассипе çыхăннă.
Кăçалхи 6 уйăхри аварисен çуррине яхăн «Çĕрпÿ — Ульяновск» федераллă çул çинче пулнă.
«Уйрăмах харпăр хăй транспорчĕпе çÿрекенсем пирки палăртса каламалла. Çакна пурне те асăрхаттарасшăн: çул çинче пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлмелле. 2011 çулта должноçри çынсене те айăплама тиврĕ. Акă Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорне, «Слава», «Заря» ял хуçалăх производство кооперативĕсен тĕп инженерĕсене, «Хлебозавод» ООО директорне тата ыттисене те явап тыттартăмăр. Кирек мĕнле ĕçре те йĕрке, тирпей, ăнланулăх кирлĕ. Пирĕн сотрудниксем водительсенчен, çуран çÿрекенсенчен çул çинчи йĕркене çирĕп пăхăнассине кĕтеççĕ»,— малалла тăсрĕ калаçăвне Николай Анатольевич.
Тишкерни çакна кăтартса парать: аварисем ытларах ирхине – 6—12 сехетсенче, кăнтăрла иртсен — 12—15 сехетсенче, каçхине 21—24 сехетсенче пулаççĕ. Çав вăхăтсенче водительсен тимлĕх çухални палăрать.
Эрнери кунсене тишкерсен çакă паллă: аварисем кĕçнерни кунсенче, шăмат кунсенче нумайрах пулаççĕ. Тата çакна та каласа хăвармалла: хăрушсăрлăха çирĕплетесси пирки сахал мар саккун йышăнаççĕ, йĕркене тĕрĕслесси вăйланса пырать, правилăсене пăснăшăн явап тыттарассипе çирĕп йышăнусем тунă. Пурин те çакна асра тытмалла: çул çинче инкек пуласси нумай чухне хамăртан килет.
ГИБДД сотрудникĕсем тăтăшах ача сачĕсенче, шкулсенче, организацисемпе предприятисенче тĕл пулусем, калаçусем ирттереççĕ, рейдсемпе операцисем йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ кунсенче кăна районти суд приставĕсен службин ĕçченĕсемпе пĕрле «Должник» рейд ирттерчĕç, патшалăх хыснине 10 пине яхăн укçа хыврĕç.
Районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх автоинспекци службин (каярахпа ГИБДД) коллективне чылай çул ертсе пынă Петр Вениаминович Силивестрова, Александр Андреевич Салицева тата ыттисене те сотрудниксем ырăпа кăна асăнаççĕ. Вĕсем халĕ стройра тăракан сотрудниксемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче.
Паянхи кун районти çулсем çинчи йĕркешĕн тăрăшакан коллектива Николай Райков капитан ертсе пырать. Уйрăм штачĕ пысăках мар, улттăн вĕсем унта. Административлă практика ĕçĕсене туса пыракан Сергей Абржин аслă лейтенант районти шалти ĕçсен пайĕнче 1994 çултанпа ĕçлет. Михаил Васильевич Иванов, Алексей Витальевич Кураков, Владимир Анатольевич Оленев тата Дамир Вагизович Алиуллин лейтенантсем хăйсен тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене нумай хутчен Хисеп грамотисем парса чысланă.
Тăрăшаççĕ, вăй хураççĕ, хăйсен вăхăчĕсене шеллемеççĕ инспекторсем. Вĕсем çĕрĕн-кунĕн постра. Çул çинче çирĕп йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ. «Сыхланакана Турă сыхлать» теççĕ ваттисем. Çавăнпа та çул çинче асăрханулăх пирки пĕр çеккунта та манас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"