02 июля 2011 г.
Аслăрах классенче вĕреннĕ вăхăтра çуллахи каникул кунĕсенче колхоз уй-хирĕсенче утă-улăм пуçтарас, тиесе турттарас ĕçе хутшăнаттăмăр. Хăшĕ-пĕри кÿршĕ регионсене кайса выльăх кăшманĕн каçалăкĕсене çум курăкран тасатнă. Кĕркунне уроксем хыççăн аслисене çĕр улми, чĕкĕнтĕр пухса кĕртме пулăшаттăмăр. Парта хушшине ларас умĕн хамăр ĕçлесе илнĕ укçапа япаласем илсе тăхăнсан тем пекех хĕпĕртеттĕмĕр вара.
Халĕ, тен, пурнăçĕ те урăхла-и, нумайăшĕ телевизор, компьютер умĕнче ларма кăмăллаççĕ. Атте-анне çине шанаççĕ.
«Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ» АХОра кашни çулах çуллахи каникул кунĕсенче шкул ачисем ĕçлеççĕ. «Паянхи кун заводра 30 ытла рабочи вăй хурать. Вĕсенчен 14-шĕ – шкул ачисем. Вĕсем кунта эрнере 5 кун тăватшар сехет ĕçлеççĕ. Пысăк сумма мар пулсан та, уйăхра 5—6-шар пин тенкĕ илеççĕ. Никама та ятран каламастăп — пурте маттур»,— терĕ Владимир Перьев директор.
Çемйипех заводра ĕçлекенсем те пур кунта. Акă Оксанăпа Алена Поляковăсем, аппăшĕпе йăмăкĕ, пăрчăкан пек вăр-варскерсем, кашни кун завода çул тытаççĕ. Радий Шингалов, 9 класс пĕтернĕскер, пĕтĕмĕшле пĕлÿ экзаменĕсене тытнă хыççăн ĕçлеме пикеннĕ. Çавăн пекех Даша Ильина, Алена Федорова, Венера Бархонова виççĕмĕш, Николай Егоров, Оксана Надукова, Валя Матвеева иккĕмĕш çул кирпĕч заводĕнче çуллахи кунсенче тăрăшаççĕ. Вĕренÿре те пултаруллăскерсем, ĕçре те тăрăшулăхпа палăраççĕ.
«Килти хуçалăхра та атте-аннене пулăшма тăрăшатăп. Ман шутпа, ĕç вăл, спорт пекех, организма пиçĕхтерет. Кăмăла та çирĕплетет. Паллах, çакăнта ĕçлесе илнĕ укçана аннене паратăп. Шкула кайма мĕн кирлине унпа пĕрле илĕпĕр. Тар юхтарса ĕçлесе илнĕ укçан хакĕ те пысăк çав»,— çамрăк пулсан та мăн çын пек шутласа калаçрĕ манпа Радий Шингалов.
Источник: "Каçал Ен"