02 июля 2011 г.
Наркотик— вилĕм. Унпа усă курассинчен асăрханмалла. Шăпах çакăн пирки калаçу пулнă нумаях пулмасть район администрацийĕнче иртнĕ ларура. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, комисси председателĕ Геннадий Волков ертсе пынă. «2011 çулта ачасене вырăнта канма та ĕçлеме майсем туса парасси çинчен» ыйтупа районти информаципе методика центрĕн директорĕ Л.Антонова сăмах илнĕ. Çакăн пиркиех районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Н.Дряблова сăмах илнĕ. Вăл хальхи вăхăт тĕлне çул çитмен 271 ачана вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панине палăртнă. 1566 ача (7—16 çулхисем) çуллахи шăрăх кунсенче ĕçпе кану лагерĕсенче канĕç. Унта вĕсене ĕçлеме те, канма та условисем туса панă.
Районти тĕп больницăн наркологи кабинечĕн врач-наркологĕ Л.И.Ярышева наркотиксемпе, психотроплă япаласемпе тата алкоголе хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем туса ирттерни пирки пĕлтернĕ. Вăл наркологи кабинетĕнче 373 çын учетра тăни çинчен каланă. Çамрăксем сиенлĕ йăлапа ан çывăхланччăр тесе тĕрлĕ меро-приятисем ирттерни пирки каласа панă.
Çак ыйтусемпех Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева, Александровка ял поселенийĕнчи специалист-эксперт Л.А.Полякова калаçнă, хăйсен шухăшĕсене палăртнипе пĕрлех малашне ĕçлемелли тĕллевсем çинче те чарăнса тăнă. Комисси çамрăксем хушшинче сиенлĕ япаласем сарăлассине чакарас тĕлĕшпе пур çĕрте те кая юлмасăр мерăсем йышăнмалли çинчен пĕлтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"