АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарават кĕтсе илеççĕ

02 июля 2011 г.

Суту-илÿ çуртĕнчи «Культтовары» уйрăмра паянхи кун тăваттăн ĕçлеççĕ. Вĕсем туянакансене кулленхи таварпа çÿлти шайра тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

Çак уйрăмра чылай çул тăрăшакан Н.В.Костригина аслă сутуçă пирки уйрăмах коллективра та, ял-йышра та ырăпа кăна калаççĕ. Вăл кунта килекенсене яланах ăшă кулăпа кĕтсе илет. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, вăр-вар ĕçлекен, ăшшăн тавар сĕнекен сутуçă патне туянакансем те тăтăшах килеççĕ. Надежда Витальевна Шупашкарти кулинари техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, каярахпа вара Комсомольски райповĕн обществăлла апатлану тытăмĕнче чылай çул тăрăшнă хыççăн Суту-илÿ çуртĕнче ĕçлеме тытăннă. Мăшăрĕпе 3 ача çуратса ÿстернĕ. Сăмах май, аслă хĕрĕ Анжела та амăшĕн çулĕпе кайнă. Вăл та — суту-илÿ ĕçченĕ.

Л.Д.Семенова аслă сутуçăна та килĕштереççĕ тавар туянакансем. Патăрьел районĕнчи Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр мĕн пĕчĕкренех магазинра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ, 1983 çулта сутуçăсен 6 уйăхлăх курсне пĕтерсе сутуçă специальноçне алла илнĕ. Семеновсем икĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Лидия Дмитриевнăна «сăпайлă та тăрăшуллă сутуçă» тесе калаççĕ.

«Культтовары» уйрăмĕн пултаруллă сутуçисем тăтăшах плана тултарса пыраççĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ вĕсене райпо правленийĕ пĕрре мар Хисеп грамоти парса чысланă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика