АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кооператорсем професси уявне паллă турĕç

02 июля 2011 г.

Çулсеренех июль уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче Раççейри кооператорсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пирĕн районти суту-илÿ ĕçченĕсем те çак куна тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ. Вĕсем уйăхсерен тавар çаврăнăшне ÿстерсе пыраççĕ. Акă, 2011 çулхи 5 уйăхри пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 175 миллион тенкĕпе танлашнă, уйăхри вăтам кăтарту вара — 35 миллион тенкĕ. Тавар сутнипе çеç çырлахмаççĕ пирĕн кооператорсем, район халăхне тĕрлĕ пулăшу параççĕ, ял хуçалăх продукчĕсене çынсенчен туянаççĕ, эмел курăкĕсем тата ытти япаласем пуçтараççĕ. Кăçал çеç производство цехне хута янă. 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Комсомольски райповĕ «Чăвашпотребсоюз» тытăмĕсем хушшинче пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл енĕпе (общая деятельность) иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Июлĕн 1-мĕшĕнче районти кооператорсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, райпо совечĕн председателĕ, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, «Россельхозбанкăн» районти офисĕн управляющийĕ Зинаида Григорьева тата поставщиксем те уяв ячĕпе саламларĕç, ĕçре ăнăçу, аталану сунчĕç. Паллах, çак кун ĕçре малта пыракансене чысларĕç. Геннадий Федорович район администрацийĕн Хисеп грамотине Л.Сорокинана, Ф.Абитова, М.Ямалиевăна пачĕ. «Роспотребсоюзăн» тата «Чăвашпотребсоюзăн» Хисеп грамотисене, кăкăр çине çакмалли паллисене тивĕçнисем те чылайăн пулчĕç. Комсомольски райпо совечĕ те ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансене Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика