02 июля 2011 г.
Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Белков мĕн пĕчĕкрен тăван хуçалăхра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Анлă уй-хирсенче тăрăшса уçă сывлăшпа, çăл куçсен сулхăнĕпе, тавралăхри кайăк сассипе киленме шутланă. «Ял пурнăçне нимпе те улăштармăп»,— тенĕ вăл.
Юрий Анатольевич вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн мĕнле профессие алла илесси пирки шухăшласа пуçне ыраттарман — ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер, пурнăçне çĕрпе çыхăнтарма тĕллев лартнă, тăван хуçалăхра ĕçлеме пикеннĕ.
Паянхи кун Юрий нумай çул ÿсекен курăка — MARAZ-125 маркăллă комбайнпа çулатчĕ. Ытти вăхăтра вара вăл МТЗ-82 маркăллă тракторпа ĕçлет. Техникăна яланах юсавлă та тирпейлĕ тытать. «Çанталăкĕ кăна аван тăтăрччĕ. Кĕске вăхăтра çулса пĕтерсе çĕр улми хирне куçмалла»,— терĕ Ю.Белков кабинăна кĕрсе ларнă май. Яваплăха туйса ĕçлекенскер, комбайна савăк кăмăлпа хускатать. Кунсерен вун-вун гектар нумай çул ÿсекен курăк çулма тивет унăн, япăх кăмăл-туйăмпа кун чухлĕ ĕç пурнăçлаймăн.
«Восток» ЯХПК ĕçченĕсен план тăрăх 2300 тонна сенаж хумалла, паянхи куна вĕсем 700 тонна ытла хатĕрленĕ те. Механизаторсемпе танах Виктор Ятманов, Николай Хлебников тата ытти водительсем те хастар. Тивĕçлĕ канăва тухнă Николай Петров хĕрÿ тапхăрта пĕр кун та килте лармасть, ытти водительсемпе пĕрлех рейса тухать.
Источник: "Каçал Ен"