АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 500 тата 100 тенкĕлĕх суя укçа чылай

29 июня 2011 г.

Юлашки вăхăтра республикăра 500 тата 1000 тенкĕлĕх суя укçасем час-часах тĕл пулма пуçларĕç. Вĕсем кашнин аллинех лекме пултараççĕ. Çавăнпа та çынсене тимлĕрех пулма ыйтатпăр. Район çыннисем ултав серепине ан лекчĕр тесе темиçе сĕнÿ-канаш парасшăн. Вĕсене епле уйăрса илмелле-ха;

Суя укçасенчи çутă шыв паллисем (водяные знаки) уçăмлăн палăрмаççĕ. Ун пеккисем ультрафиолет пайăркисем çинче çуталаççĕ, чăннисем вара микроволокносем урлă анчах. Суя укçасем çинче сери тата номерĕсем те уçăмсăр.

Хăвăр енчĕкĕрте суя укçа асăрхасан мĕн тумалла-ха? Чи малтан вăл ăçтан сире лекнине аса илмелле. Ун хыççăн çийĕнчех 5-14-14 номерлĕ телефонпа районти шалти ĕçсен пайне пĕлтермелле е милици уйрăмне илсе пымалла. Унта банкнота суя е чăн пулнине тĕп-тĕрĕс палăртĕç.

Укçа суя пулнине пĕлсе тăрсах никама та шарламасăр ăна урăх çынна тыттарса янăшăн саккун çирĕп ыйтать. Раççей Федерацийĕн 186 статйипе уголовлă ĕç пуçараççĕ. Унпа килĕшÿллĕн айăпа кĕнин пĕтĕм пурлăхне туртса илсе (конфискацилесе) 5 çултан пуçласа 15 çулччен тĕрмене хупма пултараççĕ. Çавăнпа та суя укçасене палăртма уйрăм предпринимательсене, организацисемпе предприятисен ертÿçисене DORS-1100, 1200, 1300 приборсем илсе усă курма сĕнесшĕн.

Пысăк хисеплĕ хут укçасене алла илсе кĕсьесене чикиччен тимлĕхе ÿстермеллине тепĕр хут асăрхаттаратпăр.

Асăрханăр, ултавçăсен серепине ан лекĕр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика