АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафсене вăхăтра тÿленинчен ырри çук

29 июня 2011 г.

Районти шалти ĕçсен обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕн начальникĕ А.Г.Ефремов — республикăра чи çамрăк пуçлăхсенчен пĕри. Апла пулсан та вăл хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ шайра туса пыма тăрăшать. Обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕн начальникне участокри уполномоченнăйсем, ГИБДД уйрăмĕ тата ытти служба ĕçченĕсем пăхăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕ питĕ анлă та яваплă.

Çак сферăри паянхи лару-тăрупа паллашас тесе эпĕ Алексей Геннадьевичпа тĕл пулса калаçрăм.

— Обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕн сотрудникĕсем чылай чухне профилактика ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Киревсĕр ĕç тунă çын тĕлĕшпе протокол çыраççĕ, кайран йышăну кăларса хăвараççĕ. Административлă право йĕркине пăсакансем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексăн статйипе килĕшÿллĕн, административлă йĕркене пăсни çинчен калакан йышăну вăя кĕнĕ хыççăн айăпа кĕнĕ çыннăн 30 кунран кая юлмасăр штраф тÿлемелле. Укçана банк е урăх кредит организацийĕ урлă хывмалла. Административлă штрафа йĕркене пăснă вырăнтах тÿлеттермелли йышăнусем те пулма пултараççĕ. 30 кун иртсен тÿленине ĕнентерекен документ пулмасан судья, йышăну тунă должноçри çын е орган материалсене административлă штрафа шыраса илме суд приставĕсен уйрăмне ярса парать. Тÿлемен çын пирки çийĕнчех административлă правăна пăсни çинчен калакан протокол çыраççĕ. Унăн копине 3 кун хушшинче суда ярса параççĕ. Административлă штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн Кодексăн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн хайхи штрафăн икĕ виçи чухлĕ штрафлама е 15 талăк таран административлă майпа арестлеме пултараççĕ. Çапла вара штрафсене вăхăтра тÿленинчен ырри çук, — терĕ обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕн начальникĕ.

Район территорийĕнче тунă преступленисем çинче те кĕскен чарăнса тăчĕ вăл. Уйрăмах обществăлла резонанслă ĕçсем интереслентерчĕç мана. Алексей Геннадьевич кăçал март уйăхĕнче Нĕркеç ялĕнче ватăсенчен ултавлă майпа укçа вăрланă тĕслĕхе аса илчĕ. «Икĕ хĕрарăм çак ялта электричество счетчикĕсене тĕрĕслесе çÿретпĕр тесе Семеновсен хуçалăхне пырса кĕнĕ. Ватă çын япăх курнипе усă курса 71 пин тенкĕ вăрласа тухса кайнă. Паянхи куна ку преступление тăвакансене тытса чарнă. Вĕсем кÿршĕллĕ районсенчи ялсенче те киревсĕр ĕçсем туса çÿренĕ. Палламан е пĕрре курнă çынна шанмалла маррине тепĕр хут аса илтеретĕп. Уйрăмах каçпа çĕр выртма ан кĕртĕр. Енчен те çавăн пек лару-тăрăва хăвăр е паллакан çын лексен, автомашина номерне ас туса юлма тăрăшăр. Районти шалти ĕçсен пайне 5-14-13 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама васкăр. Сыхă пулнине нимĕн те çитмест»,— терĕ вăл калаçăва вĕçлесе. Çапла, Турра шанăр та хăвăр та асăрханма ан манăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика