АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çителĕклĕ хатĕрлесе хăварасчĕ

29 июня 2011 г.

Халĕ — выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи лайăх вăхăт. Анчах та çумăр çусах тăни ял хуçалăх предприятийĕсене те, уйрăм çынсене те чылай чăрмав кÿрет. Нумай çул ÿсекен курăксене çулса пăрахнă, анчах пуçтарса илме çанталăк памасть.

Хальлĕхе выльăхсем ешĕл, тутлăхлă япаласемпе пуян, сĕтеклĕ апат çиеççĕ. Анчах вĕсене çулталăк тăршшĕпех тăрантарса усрамалла-çке. Çавăнпа та ял çынни мĕн ĕлĕкренех курăка типĕтсе утă хатĕрленĕ. Хальлĕхе çакна тума май килмерĕ.

Кăçал нумай çул ÿсекен курăка ытларах сенажа яраççĕ. Кун пек чухне курăкри тутлăхлă япаласем утăпа силос хатĕрленĕ чухнехинчен сахалрах çухалаççĕ. Ăна тĕрĕс хывса хăварсан 1 килограмм сенажра 0,35—0,4 апат единици чухлĕ тутлăхлă япаласем, 50—55 грамм ирĕлекен протеин тата 40 миллиграмм каротин пулать.

Сенаж хывнă чухне ăна лайăх таптаса пусăрăнтарни пĕлтерĕшлĕ. Çак апат транше-йисене 3, 5, 7 кунран кая юлмасăр тултарса хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çиеле 25—30 сантиметр вĕтетнĕ ешĕл курăк сапмалла, полиэтилен пленкăпа тĕплĕн витмелле.

Пирĕн районта силоспа питех ĕçлесе каймаççĕ. Пĕлтĕр темиçе хуçалăх çеç ăна хатĕрленĕччĕ. Ку тĕлĕшпе кукуруза, хĕвел çаврăнăшĕ, викăпа сĕлĕ хутăшĕ, люцерна, клевер, донник тата хăш-пĕр культурăсемпе усă кураççĕ.

Силоса яракан ÿсен-тăранри нÿрĕлĕх 65—70 процентпа танлашмалла. Енчен те курăк йĕперех пулсан улăм хушсан аван.

Районти хуçалăхсенчи специалистсенчен кашниех утă, сенаж, силос мĕнле хатĕрлемеллине лайăх пĕлет. Çавăнпа та нормăсемпе правилăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăмарăм.

Чи кирли — пахалăхлăрах выльăх апачĕ хатĕрлеме тăрăшни. Çанталăкăн кашни уяр саманчĕпе усă курса пĕтĕм вăя курăксене пуçтарса кĕртесси çине ярасчĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ таран апат хатĕрлесе хăварасчĕ. Чăнах та, ял хуçалăх производствинче экономика енчен лару-тăру кăткăс пулнă май чăрмавĕ нумай. Хăш-пĕр çĕрте техника та çителĕксĕр. Çавна пула та курăксене вăхăтра çулаймаççĕ. Сенаж хатĕрлеме тăрăшмаллах. Курăка çулнă хыççăн шанма памалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика