АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсем тăрăшуллă, техники юсавлă

29 июня 2011 г.

Алексей Чекушкинпа Геннадий Артемьев «Заря» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те — механизаторсем. Çĕр ĕçне килĕштернĕрен вĕсем хăйсен пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарнă. Геннадий Кириллович çамрăклах кÿлĕннĕ çак ĕçе, кĕркунне çавăнтанах тивĕçлĕ канăва каять. МТЗ-82 тракторпа вăй хурать вăл. Хĕлле выльăх-чĕрлĕх ферминче тăрăшать, çуркунне вара çулсеренех акана хутшăнать, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акать, çĕр улми лартать, ăна кĕркуннечченех пăхса тăрать, кăларать. Алексей Семенович та чĕрĕк ĕмĕре яхăн вăй хурать. Хĕл кунĕсенче фермăсене выльăх апачĕ, тислĕк турттарса тăрать.

«Механизаторсем иккĕшĕ те питĕ тăрăшуллă. Хăйсене шанса панă техникăна яланах юсавлă тытаççĕ, кирек мĕнле ĕçе те паха, вăхăтра пурнăçлаççĕ»,— теççĕ вĕсем пирки кооперативра. Хастарскерсене кăçалхи ĕçпе юрă, спорт уявĕнче кооператив правленийĕ Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика