29 июня 2011 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен халăхĕ Республика кунне паллă турĕ. Уявсем Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенче иртнĕ. Çак кун мероприятисемпе пуян пулнă.
Уява ЧР Президенчĕ М.В.Игнатьев уçнă, пуçтарăннисене Республика кунĕпе саламланă.
Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен культурăпа кану паркĕнче Пĕтĕм Раççейри Акатуй наци уявĕ иртнĕ. Ăна Наци конгресĕ йĕркеленĕ. Уяв чăваш халăхĕн йăли-йĕркине пăхăнса несĕлсене асăнса лартнă сăваплă Юпа патĕнче пуçланнă. Мăчавар халал, пехил сăмахĕсем каланă. Уяв акапа çыхăннă пирки чăваш ĕлĕк мĕнле ака тунине кăтартнă. Районти «Каçал» фольклор ансамблĕнчи П.Баринов, В.Григорьев, Н.Кисапов кунтăк çакса «тырă акнă». «Акатуй» сцени çинче 20 коллектив хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем хушшинче «Каçал» фольклор ансамблĕ те икĕ номерпе сцена çине тухнă.
«Чечеклен, Чăваш çĕр-шывĕ!», «Çамрăк çемье — спортпа туслă çемье» уяв мероприятийĕсене çĕршер çын хутшăннă. Чăваш Республикин наци культура пĕрлĕхĕсен пултарулăх ушкăнĕсен «Туслăх кăшăлĕ» Х фестивалĕн программи те пуян пулнă. Хăйăртан тунă скульптурăсен «Асамлă хăйăр» фестивалĕнчи кÿлепесемпе куракансем кăсăкланса паллашнă.
Ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсем те уявран айккинче юлман. Чăваш Ен çинчен çырнă кĕнекесен куравĕ, викторинăсем, канупа вăйă программисем, спорт ăмăртăвĕсем, асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ пурне те хăйсем патне йыхăрнă.
Тĕп хуламăрти тĕрлĕ вырăнсенче концертсем пынă. Вĕсене пирĕн районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх вокал ансамблĕ, Александровка культура çуртĕнчи ушкăн, районти ачасен искусство шкулĕн коллективĕ те хутшăннă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă. «Кĕрешÿ» наци кĕрешĕвĕнче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ пăхаттирсем вăй виçнĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ кăçал ХIХ хут иртнĕ. Унта Раççейри 24 регионтан, 2 ют çĕр-шывран (Беларуç тата Иран Ислам Республикисенчен) пурĕ 27 коллектив хутшăннă. Сцена çине «Каçал» фольклор ансамблĕ те тухнă. Вăл юрăллă-ташăллă композици кăтартса панă. «Çĕнĕ сăнлă Чăваш Ен» боди-арт искусствисен III фестивальне те чылайăн хутшăннă.
Ал ĕçĕсен куравĕсем тата ытти нумай-нумай мероприятипе паллашма май пулнă çак кун.
Уяв савăнăçлă фейерверкпа вĕçленнĕ.
Çĕрпÿ хули те уява халăха нумай пуçтарнă. Кунта Республика кунне уявласси районти художество пултарулăх ушкăнĕсен тата Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакансен уттипе пуçланнă. Çак кун Çĕрпÿре ял хуçалăх пасарне уçнă. Этнографи ялĕ, халăх ăстисен «Ылтăн алăсем», «Пирĕн кил картинче» ял хуçалăх куравĕсене пиншер çын çитсе курнă.
«Çăлтăрлă ачалăх» кану программи кĕçĕнрех ÿсĕмри шăпăрлансене савăнăç парнеленĕ.
Çак кунах йăлана кĕнĕ «Уй-хир кунĕ — 2011» республикăри кăтарту-курав та уçăлнă. Унта тĕрлĕ районсенчен килнĕ ял хуçалăх предприятийĕсем хутшăннă. Выставкăра çĕнĕ йышши техникăпа, оборудованипе, культурăсен çĕнĕ сорчĕсемпе паллашма май пулнă.
Çĕрпÿри уяв спорт ăмăртăвĕсемпе пуян пулнă. «Кĕрешÿ» наци кĕрешĕвĕ, моточупу, бокс, стритбол енĕпе республикăри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Вун-вун коллектив халăха юрă-ташă парнеленĕ.
Уяври тĕп мероприятисем Тихвин ярмăркки иртекен вырăнсенче пулнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, Республика кунне халалланă уяв пысăк шайра иртнĕ. Унта хамăр Чăваш Енри çынсем çеç мар, çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ хăнасем те савăннă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Президент тата ытти министерствăсем ĕçре, культурăра тата ытти отрасльте ĕçре малта пыракансене наградăсем панă.
Уяв республика ĕçлеме те, чун каниччен канма та пултарнине çирĕплетсе панă.
Источник: "Каçал Ен"