23 июня 2011 г.
«Эпĕ утмăл мар, икĕ хут вăтăр кăна тултаратăп»,— шÿтлет пирĕн кукаçи Владимир Николаевич Боровков. Нумай-и, сахал-и ку? Нумай пек те туйăнать, анчах хамăр ырă-сывă, пурнăçра ĕçе кĕртмелли пайтах чухне — нимĕн чухлĕ те çук пек... Çапах та ку таранччен утса хыçа хăварнă çул çинче йăпăртлăха та пулин çаврăнса пăхнăшăн никам та ятламĕ.
Кукаçи Дубовка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен, Комсомольскинче вĕреннĕ. Хальхи пек автобус турттарман вĕсене, хĕлле те, çуркунне те вăрман витĕр çуран çÿренĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса çитĕннĕ. Ачаранах йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă. Колхозра, кирпĕч заводĕнче тăрăшнă, шкулта та аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Салтака кайма ят тухсан, каччă Германири Лейпциг хулинче хĕсмете ирттернĕ. Çартан таврăнсан, Комсомольскинчи сельхозтехникăра шоферта ĕçленĕ. Çамрăкăн малалла вĕренес тĕллевĕ пысăк пулнă, Рязань хулинче газоэлектросварщика вĕренсе тухнă. Пенсие тухичченех çак профессипе ĕçленĕ. Кукаçи хăйне шанса панă ĕçе яланах тĕплĕ те пысăк яваплăха туйса тунă, кирек ăçта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă.
Ĕçри хастарлăхшăн ăна пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотипе чысланă, тĕрлĕ хуласене курма илсе кайнă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕç пулчĕ пирĕн кукаçи.
1974 çулхи утă уйăхне ăшă кăмăл-туйăмпа тăтăшах аса илет вăл. Çав уйăхра Коммуна ялĕнчи Алякинсен Валентина ятлă хĕрне килне илсе пынă, юратакан мăшăр ашшĕпе амăшĕн пилне ăша хывнă. Пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланакан мăшăр çирĕп хуçалăх çĕклеме те, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетме те, икĕ хĕр çуратса ÿстерсе аслă пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма вăй çитернĕ. Халĕ кукаçипе кукамая виçĕ мăнук савăнтарать. «Пирĕн телейĕм — ачасенче, мăнуксенче. Вĕсем — чи хаклă çыннăмсем»,— теççĕ вĕсем.
Эпир кукаçипе пулла çÿретпĕр, ăна пахчари, кил-çуртри ĕçсене тума пулăшатпăр. Вăл пире час-часах хăй сунара çÿренине каласа парать.
«Юратнă çынсемпе ĕмĕр ĕмĕрлени — сивĕре вĕри чей ĕçниех»,— тенĕччĕ пĕр ăсчах. Кукаçин пĕтĕм пурнăçĕ çак каларăша аса илтертĕр эппин. Пурнăçра ырă та тÿрĕ кăмăллă, çирĕп чунлă, ăшă туйăмлă, хастар та вашават пулнишĕн, пурне те пулăшма пултарнишĕн кукаçипе мухтанатпăр. Кил-йыш вучахĕн ăшшине хушса пыма мĕн-пур пуçару ăнса пытăр кукаçин!
Источник: "Каçал Ен"