АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ас тăвăм ан иксĕлтĕр

23 июня 2011 г.

Кăçал эпир Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 66 çул çитнине тивĕçлипе уявларăмăр. Ĕнер фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăннăранпа 70 çул çитрĕ. Çак кун пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех Асăнупа хурлану кунĕ пулса юлчĕ.

Тăватă çула тăсăлнă хаяр та аркатуллă вăрçă пирĕн çĕр-шыва нихăçан манми-тÿрленми сиен кÿнĕ: наци пуянлăхĕн виççĕмĕш пайĕ пĕтнĕ. Унăн вучĕ 1710 хулапа поселока, 70 пин яла, 33 пин предприятипе шахтăсене, 65 пин километр чукун çула аркатса стройран кăларчĕ.

Чи пысăк çухату вăл — çынсем вилни. Хаяр çапăçусенче 9 миллиона яхăн çар çынни, бомбăсем айĕнче тата концлагерьсенче 18 миллион ытла мирлĕ халăх пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

Пирĕн пысăк мар район çапăçу хирĕсене мобилизаци йĕркипе тата хăйсен ирĕкĕпе 7200 çын ытла ăсатнă. Çак йышран çурри ытла вăрçă вутĕнчен каялла таврăнайман. Пиншер çемье вĕсене вуншар çул кĕтсен те кĕтсе илеймен...

Çакна палăртмалла: пирĕн ентешсенчен нумайăшĕ çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, пурнăçне шеллемесĕр тăшманпа кĕрешнĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ Совет Союзĕн Геройĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ. Легендарлă пулеметчик И.Смирнов, Н.Будаков тата П.Смирнов летчиксем те чăн-чăн геройсем пулнă. Вунă ытла салтакпа офицер вăрçăран 3—4 орденпа таврăннă. Вĕсем хушшинче И.Е.Евгеньев, Д.Г.Герасимов, Ф.М.Воробьев, А.П.Кузнецов вăрçă участникĕсене уйрăмах палăртас килет. Сăмахран, Федор Максимовичпа Александр Павлович 1945 çулта Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕç пулнă.

Вăрçăра пуç хунисене, унтан аманса-сусăрланса таврăнса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисене халĕ пурăнакансен те, вĕсен несĕлĕсен те ĕмĕрех асăнса пурăнмалла. Вĕсем ырă малашлăхшăн пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешнĕ. Паттăрсене Асăнупа хурлану кунĕнче кăна асăнмалла мар. Çĕнтерÿçĕсем — чыспа мухтава тивĕç çынсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика