АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никама та манман, нимĕç те манăçман

23 июня 2011 г.

Кăçал çĕр-шывра Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул

çитнине паллă турĕç. Вăл çулран çул аякка юлса пырать пулин те, хăйĕн чапне, пĕлтерĕшне, хакне çухатмасть.

Вăрçă хирĕнче пирĕн тăнăç пурнăçшăн пуçне хунă

çынсен ячĕсене эпир ĕмĕр-ĕмĕр чĕрере упрама тивĕç.

Иртнĕ кунсенче эпĕ Тăван çĕр-шывăн никама пăхăнманлăхне хÿтĕленĕ миллионшар çынран пĕрин мăнукĕпе, П.Н.Зайцевпа, тĕл пулса калаçрăм. Паянхи кун вăл Йăлмахва ялĕнче пурăнать, «Турхан» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕп бухгалтерта тăрăшать. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче калама çук пархатарлă та сăваплă ĕç тунă: 1997 çулччен хыпарсăр çухалнă тесе шутланă аслашшĕне, Тимофей Семенович Зайцев кĕçĕн сержанта, ăçта пытарнине чылай вăхăт шыранă хыççăн тĕпчесе пĕлнĕ. Ăна пытарнă тăванла масар вырăнне те шыраса тупнă. Кăçал вара Павел унта пĕрремĕш хут пулса вил тăприне пуç тайнă.

...Т.С.Зайцев 1903 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Вăл хисеплĕ, çивĕч ăс-тăнлă, ырă чун-чĕреллĕ, ăшă та çепĕç кăмăллă, ĕçчен çын пулнă. Ял-йыш, тăванĕсем ăна Тимуш тесе чĕннĕ. Хăйĕн савнă Натюк (Тимуш ăна çапла чĕннĕ) мăшăрĕпе тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ: Миша, Ярмăн, Геннади тата Коля. Ялта колхоз тума пуçласан Тимофей Семеновича «Дубрава» ял хуçалăх артелĕн председательне суйланă.

Хаяр вăрçă пуçлансан Т.Зайцев та вăрçа тухса кайнă. 1943 çулта вăл хыпарсăр çухалнă. «Пĕрремĕш хут асатте ман ума 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне тĕлĕкре «килнĕччĕ». Çавăн хыççăн эпĕ асатте канлĕх тупнă вырăна шыраса тупма тĕллев лартрăм. Ÿссен унăн кун-çулне пĕлес тесе таçта та, темле организацине те çыру янă. 1997 çулта вара апрель уйăхĕнче Украинăран çыру килчĕ. Ăна Днепропетровск облаçĕнчи çар ĕç комиссариатĕнчен янăччĕ»,— тăсрĕ калаçăва малалла Павел Николаевич. Асăннă çырура çапла çырнă пулнă: «1943 çулхи кĕркунне Хĕрлĕ Çар чаçĕсем пирĕн района ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусене хутшăннă. Çав шутра Попутное хуторшăн кĕрешсе (халĕ Веселовски ял Совечĕ) 1943 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче 330 çын пурнăçĕ татăлнă. Сирĕн тăванăр (аслаçăр) Тимофей Семенович Зайцев та вĕсен шутне кĕрет. Унăн ятне Мемориал комплексĕнче çырса хунă, Веселовски вăтам шкулĕнче вĕренекенсем тăванла масара тирпейлесе пăхса тăраççĕ»,— тенĕ çав çырура. Каярахпа вара, темиçе çултан, Веселовски ял Совет председателĕнчен В.Лысенкоран та çыру килет. Вăл унта паттăр салтакăн вил тăприйĕ çине — Мемориал комплексне кирек хăçан та пырса курма пултарнине пĕлтернĕ.

Павел Зайцевăн, Тимушăн мăнукĕн, ĕмĕчĕ кăçал пурнăçланнă: майăн 9-мĕшĕнче вăл аслашшĕне пытарнă Украинăри Мемориал комплексне çитсе курнă.

«Калама çук ăшă туйăмсемпе кĕтсе илчĕç мана Днепропетровск облаçĕнчи çынсем. Пытармастăп: асатте ятне çырнă постамент умĕнче чылайччен куççуль витĕр шухăша путса тăтăм. Эпир ырлăхлă, сывлăхлă пурнăçпа пурăнччăр тесе пуçне хунă паттăр салтакăн мăнукĕ пулнишĕн мăнаçлантăм та»,— аса илчĕ хăйĕн çул çÿревне П.Зайцев. Попутное хуторшăн тăшмана хирĕç кĕрешнĕ çапăçу хирĕнче пулса курнă вăл, пуçне тайнă. Хăнана киле ăсатнă чухне хуторта пурăнакансем Павела ытти кучченеçсемпе пĕрле тип çу парса янă. «Санăн аслаçу хутора хÿтĕлесе пуçне хунă уйра халь эпир хĕвелçаврăнăш çитĕнтеретпĕр, унран çу тăватпăр», — тенĕ вĕсем çак парнене сĕнсе.

— 2013 çулта хамăн ывăлсемпе — Алексейпе тата Димăпа унта кайса килес ĕмĕт пур. Хутора тăшмансенчен хăтарнăранпа ун чухне 70 çул пулать. Турă кăна сывлăх патăрччĕ,— пĕлтерчĕ вăл шухăш-кăмăлне.

«Районтан Тăваш çĕр-шывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче хыпарсăр çухалнă çынсем чылай. Вĕсене шыракансене, тупас кăмăллисене мĕн суннă пулăттăр?» — тесе ыйтрăм Павел Николаевичран. «Ÿркенмелле мар, вăхăта шеллемесĕр таçта та çырмалла. Паянхи кун Интернет урлă чылай информаци илме май пур. Шырăр, ĕмĕтленĕр, тăрăшăр»,— сĕнчĕ вăл.

Хăйсен хыпарсăр çухалнă аслашшĕсен, кукашшĕсен, ашшĕсен вил тăприйĕсене шыраса тупса пуç таякансен шучĕ ÿссех пытăрччĕ.

Никама та манман, нимĕн те манăçман!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика