18 июня 2011 г.
Статистика кашни виççĕмĕш хĕр-хĕрарăмăн амалăх мăйĕнче эрози пуррине çирĕплетет. Ăна гинеколог çийĕнчех тупса палăртать. Нумай чухне çак чир хăйĕн çинчен аса илтермест. Хăшĕн-пĕрин çеç юнлă шĕвек тухма пултарать. Сайра-хутра ар çыхăнăвне кĕнĕ вăхăтра ыратать. Вăл мĕнрен пуçланнине татăклăн калаймăн. Хĕр ача çак чирпех çуралма пултарать. Унсăр пуçне, «пиçсе çитмесĕр» ар çыхăнăвне кĕни, сывлăх хавшани, вырăн «ăшăтакан» арçынсене тăтăш улăштарни, гормон виçи улшăнни, уйăх хушши вăхăтра килменни те витĕм кÿрес хăрушлăх пур. Ар çыхăнăвĕ урлă куçакан инфекци амалăх мăйĕнче суран хăварни те сывлăх сыхлавçисене тĕлĕнтермест. Сивĕ çанталăкра çÿхе тумланса çÿрекен те сывлăха хаклама пĕлмест ахăр.
Пирĕн районта çавăн пек чирлисене электрокоагуляци тата криодеструкци мелĕсемпе сиплеме май пур. Операци вăхăтĕнче пачах ыратмасть, суранран юн юхмасть, йĕр те юлмасть. Амалăх мăйĕн форми те çухалмасть.
Ас тăвăр! Гинекологран вăхăтра пулăшу ыйтни больницăна вăрах çÿресрен сыхлать. Сывлăх нимрен те хаклă.
Асăрханăр: упранакана Турă та упрать.
Источник: "Каçал Ен"