18 июня 2011 г.
Районти тĕп больницăра ĕçлекен А.Г.Деменковăна нумай çын пĕлет. Вăл — ача çуратмалли уйрăмăн акушерки. Ун пирки çавăн пек калаççĕ: «Ытла та аллисем çемçе-çке. Йăл кулли вара темле эмелрен те хаклăрах».
Альбина Деменкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Ильина) Хирти Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл, мĕн пĕчĕкрен шурă халатлă ĕçчен пулма ĕмĕтленнĕскер, вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Дипломлă çамрăк специалист 1989 çулта районти тĕп больницăра ача çуратмалли уйрăмра ĕçлеме пикенет. Шел, çакна Альбинăн амăшĕ, Александра Александровна, кĕтсе илеймен. Хĕр 14 çулта чухне йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Паянхи кун та амăшĕн сăмахĕсене тĕпе хурса пурăнать Альбина Геннадьевна. «Вĕренсе диплом илме тăрăшăр. Пурнăçра лайăх çын тĕлне пулăр. Ытти çынсене те ырă тума тăрăшăр», — тăтăшах пилленĕ вăл хăйĕн хĕрĕсене. «Анне пилĕ пуç вĕçĕнчех тăрать», теççĕ ваттисем.
«Çак япала чăннипех те тĕрĕс. Хама килĕшекен ĕçре тăрăшатăп. Юнашар — ăнланакан тата хисеплекен мăшăр, ырă-сывă ачасем. Тата мĕн кирлĕ-ши хĕрарăма телейлĕ пулма?» — тет А.Деменкова.
Вăл мăшăрĕпе, Евгений Вячеславовичпа, икĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ Катя çитес кунсенче Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухать, алла инженер-менеджер дипломне илет. Ывăлĕ Дима Шупашкарти çыхăну техникумĕнче пĕлÿ пухать.
Районти тĕп больницăра асăннă уйрăмра В.А.Чаркина 30 çула яхăн ĕçлет. Валентина Аркадьевна, Тутарстан Республикинче çуралса ÿснĕскер, мĕн пĕчĕкренех медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Шупашкарти медицина училищинче акушера хатĕрлекен уйрăмран вĕренсе тухсан хĕре Комсомольскине ятарлă направленипе ĕçлеме яраççĕ. Çамрăк специалиста Çĕнĕ Каçал каччи Александр Анатольевич Чаркин куç хывать. Виçĕ çултан вĕсем çемье çавăраççĕ.
Паянхи кун Чаркинсем Дубовкăра хăйсем лартнă çуртра пурăнаççĕ.
Вĕсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен. Аслă хĕрĕ Марина çемйипе Мускавра тĕпленнĕ, вăл – аслă пĕлÿллĕ специалист. Ирина та аслă вĕренÿ заведенине пĕтернĕ. Кĕçĕнни, Людмила, кăçал 9 класс вĕçлерĕ.
А.Деменковăпа В.Чаркина пирки коллективра та, ял-йышра та ырă сăмахсем кăна калаççĕ. Чăннипех те пархатарлă ĕç вĕсен, шурă халатлă ĕçченсен.
Источник: "Каçал Ен"