АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллективра та, ял-йышра та хисепре

18 июня 2011 г.

О.А.Мунтайкина районти тĕп больницăра лаборатори заведующийĕнче чылай çул ĕçлет. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра хими, биологи предмечĕсене куç хупмасăр шĕкĕлчекен хĕр хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçласа Чулхулари медицина институтне вĕренме кĕрет. 1983 çулта аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне алла илсен районти тĕп больницăра ĕçлеме пикенет. Вăл ертсе пыракан коллектив сипленме килнĕ çынсем панă анализсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас тесе тăрăшать.

«Анализсем — çыншăн куç кĕски пекех. Вĕсем организмра вăл е ку чир сарăлма пикенни çинчен çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та врач анализ пама ятарлă направлени панине кашнийĕн пурнăçламалла»,— тет Ольга Александровна.

Мунтайкинсем Шурутра тĕп килте пурăнаççĕ. Туслă мăшăр икĕ ача çитĕнтерет. Ывăлĕ Саша шкула çÿрет. Пĕчĕк Даша кам пулассине палăртса хунă ĕнтĕ. «Ÿссе çитсен, анне пек, шурă халатлă ĕçчен пулатăп, чирлисене сывататăп»,— тет тантăшĕсене.

О.Мунтайкинана ял-йыш та, ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ, килне те канаш ыйтма пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна район администрацийĕ тата больницăн тĕп врачĕ Хисеп грамотисем парса чысланă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика