18 июня 2011 г.
Комсомольскинчи халăха социаллă пулăшу паракан центр хăй хÿттине 120 кинемейпе мучие илнĕ. Нумаях пулмасть унта ĕçлекенсем хăйсен уявне паллă турĕç.
Паянхи кун центрта 2 уйрăм ĕçлет. Ватăсене, инвалидсене хÿтлĕхпе тивĕçтерес тесе штатра тăракан 16 тата штатра тăман 109 çын ырми–канми тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.
Çак кунсенче районти центр директорĕпе Т.Г.Смирновăпа курса калаçрăм. Вăл ĕçри тăрăшулăхшăн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ.
— Татьяна Геннадьевна, районти социаллă пулăшу паракан центра чылай çул ертсе пыратăр. Сире, çак тытăмра ĕçлекенсене, хÿтлĕх кирлисем Турă пек кĕтеççĕ тени те тĕрĕс пулĕ... Камсем-ха вĕсем, сирĕнтен хÿтлĕх кĕтекенсем?
— Пĕччен пурăнакан çынсене чылай чухне хÿтлĕх кирлĕ. Анчах та пурте çав йыша кĕрет теме çук. Халĕ пурнăç йывăр вĕт, хăшĕн хваттерĕ çук. 70—80 çулхи ватăсен ачисем те çамрăках мар. Теприсен вара ывăл-хĕрĕ ĕçкĕпе иртĕхет, пенси укçине туртса илет, алă çĕклекенсем те пур. Ирĕксĕрех патшалăх куçĕнчен пăхма тивет ун пек ашшĕ-амăшĕн.
— Шурутри тата Хирти Мăнтăрти ватăсене вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрсамăр.
— Шурутри уйрăма Валентина Карповна Уткина заведующи йĕркелесе ертсе пырать. Чылай çул ĕçлекен специалист пирки унти ватăсем ырăпа кăна калаççĕ. Хирти Мăнтăрти уйрăмра тăрăшакан Зоя Александровна Миронова специалистпа та кунта хÿтлĕх тупнă çынсем кăмăллă. Вĕсен ĕçĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрсан, çакна каламалла: ватăсемпе кашни уяврах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр, калаçусем, тĕл пулусем те ирттеретпĕр. Шкул ачисем, культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Сăваплă ĕçе пурте хутшăнма тăрăшаççĕ.
Вăй пур ватăсем янттине шанса лармаççĕ. Çу кунĕсенче картишĕнче чечек клумбисене, пĕчĕк лаптăк çинче укроп, петрушка, купăста тата ытти культурăсен йăранĕсене пăхса тăраççĕ.
Спонсорсем пирки те каласа хăварас килет. Акă «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕ (председателĕ В.И.Ефремов) кашни çул Шурутри ваттисен çуртне çĕр улми парса пулăшать. Иртнĕ çул, «иккĕмĕш çăкăр» 4—5 хут хакланнă вăхăтра, вĕсене çакă пысăк пулăшу пулчĕ.
— Татьяна Геннадьевна, ватăсене хÿтлĕх кÿрекенсен ĕçĕ чăннипех сăваплă, хăшне-пĕрне ятран асăнсан вырăнлă пулассăн туйăнать.
— Ĕçтешсем пурте яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Унсăрăн май та çук, куллен çынсемпе хутшăнатпăр, вĕсен ыйтăвĕсене татса паратпăр. Пурте маттур. Кашнине ятран каласа та пĕтереймĕн. Пуян чĕреллĕ çынсем кăна çак ĕçре тытăнса тăма пултараççĕ. Центрăн тĕп бухгалтерне Людмила Арсентьевна Архиповăна асăнса хăварас килет. Вăл хăйне шанса панă ĕçре 9 çул ĕнтĕ тăрăшулăхпа, пултарулăхпа палăрать.
— Эсир хăвăр та çак пархатарлă ĕçре чылай çул вăй хуратăр. Ахальтен мар ĕнтĕ Сире иртнĕ кунсенче ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви Хисеп грамоти парса чысларĕ.
— Тĕрĕссипе, ĕç вырăнĕ тăван кил пекех пулса тăчĕ. Кунĕпех кунта иртет вăхăт. Килĕшет ку ĕç мана. Çын шăпине татса пама хутшăнни, йывăр вăхăтра ăна пулăшма пултарни вăй-хал парса тăрать. Ватăсен пурнăçне çăмăллатма май килнипе вĕсем чăннипех савăннине курсан чун хĕпĕртет. Çак ĕç маншăн чун уççи пулнине çирĕппĕнех калатăп. Коллективри кашни ĕçчен çапла шутлать.
Источник: "Каçал Ен"