18 июня 2011 г.
Ял хуçалăх ĕçченĕсем умне çанталăк кăçал кăткăслăх кăларса тăратрĕ. Утă çулса типĕтмелле — çумăр çăвать. Нÿрĕклĕхĕ çĕре валли çителĕклех ĕнтĕ. Пĕр вăхăт уяр çанталăк тăчĕ пулин те, июнĕн 15-мĕшĕнче кăнтăрла иртнĕ хыççăн каллех йĕпхÿ пĕрĕхме пуçларĕ.
Эпир «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн хирне кăнтăрла çитес умĕн чарăнтăмăр. Кунта качака курăкне (козлятник) çулса пăрахнăччĕ. Çак ĕçе Минзеки Тимергалеев пурнăçланă. Кушăхнă курăка Алмаз Миназетдинов механизатор Т-150 тракторпа КПКУ агрегатпа вĕтетсе автомашинăсем çине тиесе пырать. Ю.Григорьев, С.Наумов, В.Мальчиков водительсем вĕтетнĕ массăна сенаж траншейисене турттараççĕ. Сенажа Д.Шуряшкин ДТ-75 тракторпа таптаса пусăрăнтарса тăрать.
Хуçалăх хирĕнче опытлă механизаторсемпе водительсем тăрăшаççĕ. Çанталăкĕ ĕçлеме лайăх кунсем çеç патăрччĕ. Кооперативăн курăксене вăхăтра пуçтарса кĕртме майсем çителĕклĕ.
Источник: "Каçал Ен"