АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшăлăхпа ырăлăх парнелесчĕ

15 июня 2011 г.

Тухтăрсем юлашки çулсенче Раççейре ача çуратакансен шучĕ ÿснине палăртаççĕ. Кÿме тĕксе утакан, утьăкка сиктерекен ашшĕсене, телейпе çиçекен амăшĕсене пăхма питĕ кăмăллă. Пĕчĕкскер куçне вылятса тавралăха сăнать, çывăх çыннисем юратнине туйса йăл кулать.

Акă Комсомольскинче пурăнакан Черновсен çемйине нумаях пулмасть «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килчĕ. Пепкен ашшĕпе амăшĕн — Алексей Александровичпа Ирина Витальевнăн калама та çук пысăк савăнăç — хĕр çуралнă.

«Эпир çуралнă ачанне кăна мар, амăшĕнне те сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслемесĕр кăлармастпăр. Ирина Чернова çуратичченех ачана мĕнле çитермеллине, çăвăнтармаллине вĕреннĕ, лайăх пĕлет. Тин çуралнă Ксюшăн та сывлăхĕ аванах»,— терĕ районти тĕп больницăри ача çураттаракан уйрăмăн медсестри Инна Смирнова.

Иринăпа Алексей тĕп килте пурăнаççĕ. Вĕсем Ксюшăн асламăшĕпе аслашшĕне, Людмила Геннадьевнăпа Александр Алексеевича, татах та мăнук парнелес ĕмĕтлĕ.

«Янăравлă ача кулли тавралăха çутатать, чунра ырăлăх вăратать, тĕнчене татах та илĕртÿлĕх кÿрет. Ан иксĕлтĕр çак савăнăç. Юрату, телей, пуласлăх ачара мар-им? Пепке вăл чăн-чăн асамçă тейĕн — пурне те хăйĕн тавра пухма, чăмăртама пултарчĕ. Пирĕн те вĕсене ăшăлăхпа ырăлăх парнелесчĕ»,— терĕç Черновсем.

Ачасем — пирĕн пуласлăх. Такам чĕлхинчен те вĕçерĕнекен çак каларăшăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

«Ачапча ырра кура ырă пулать, усала кура усал пулать», — теççĕ ваттисем. Черновсен ки-лĕнче ырă кăна хуçалантăр, çи-тĕнекен ăру ырра вĕрентĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика