15 июня 2011 г.
«Эпир кондитер изделийĕсемпе райпон суту-илÿ точкисене тивĕçтеретпĕр. Хатĕр апат-çимĕç умĕнчен тавар туянакансем пăрăнса ан иртчĕр тесе тăрăшатпăр. Рынок экономикин саманинче пахалăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна райпо системинчи общепитăн кондитер цехĕнче ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ. Кунта тăрăшакансем пурте опытлă, 20 çултан кая мар ĕçлеççĕ. Пĕрне мухтаса, теприне хурласа калас сăмахăм çук. Эпир хатĕрлекен, пĕçерекен апат-çимĕçе туянасси пирĕн ăсталăхран, ĕç калăпăшĕпе пахалăхĕнчен нумай килет»,— терĕ кондитер цехĕн заведующийĕ Елена Витальевна Венедиктова, ĕç-хĕлпе паллаштарса. Вăл Надежда Чипчигина, Марита Федотова, Светлана Лепешкина, Александра Герасимова, Венера Акшова кондитерсене ырăпа асăнчĕ.
Паянхи кун цехра 30 тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Вĕсене тĕрлĕ магазинсене ăсатаççĕ. Цеха кĕрсенех тутлă, сăмсана кăтăклакан шăршă, таварсен пуян ассортименчĕ кунта ĕçлекенсем чăннипех те ăста пулнине çирĕплетеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"