АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ автан» шучĕ чактăр тесе тимлет

15 июня 2011 г.

Пушар — сехрене хăпартакан сăмах. Авалхи çынсем «Вăрăран юлать, пушар нимĕн те хăвармасть»,— тесе ахальтен каламан пуль çав. Хаяр çулăм çын пурнăçне нимĕн вырăнне те хумасть. Çакна пурте пĕлетпĕр. Пушарнăйсемшĕн хурлăхлă пулăмпа кĕрешесси — кулленхи тивĕç.

Çак енĕпе лару-тăрăва пĕлес тесе эпĕ районти пушар надзорĕн уйрăмĕн начальникĕпе В.Мамуткинпа курса калаçрăм.

— Вячеслав Витальевич, пушарнăй ĕçĕ пурин валли те мар. Чи чăтăмлисем, чи яваплисем, тĕреклисем кăна çулăма хирĕç тăма пултараççĕ. Пĕлетĕп, сирĕн уйрăмра ĕçлекенсем пушар ан тухтăр тесе тимлеççĕ. Урăхла каласан, сирĕн тĕп тивĕç — профилактика.

— Çапла. «Хĕрлĕ автан» сахалтарах алхастăр тесе куллен ĕçлетпĕр. Организацисемпе предприятисенче, шкулсемпе ача сачĕсенче пулса тăтăшах калаçусем, тĕл пулусем йĕркелетпĕр. Пирĕн ĕçĕ çавнашкал, калаçупа кăна çырлахмастпăр. Яваплă çынсене асăрхаттаратпăр, предписанисем паратпăр, протокол çырса айăплатпăр. Ансат хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасан паллах явап тытас пулать.

— Районта пушар тухнă тĕслĕх хăш ял поселенийĕн территорийĕнче ытларах; Статистикăпа паллаштарсамăр.

— Иртнĕ çулхи çак тапхăрта район территорийĕнче 7 пушар пулнă пулсан, кăçал та çавăн чухлех. Комсомольски ял поселенийĕн территорийĕнче — 3, Тукай ял поселенийĕнче — 2, Чĕчкенпе Хырхĕрри тăрăхĕнче — пĕрер. Пушарсен сăлтавĕсем тĕрлĕрен: техника, электроприборсен юсавсăрлăхĕ тата ыттисем те. Ачасем шăрпăкпа алхаснипе те пĕр пушар пулнă. Кăçал тухнă пушарсен сăтăрлăхĕн сумми 222 пин те 547 тенкĕпе танлашать (пĕлтĕр ку кăтарту 231 пин тенкĕ пулнă).

— Вячеслав Витальевич, Эсир мĕн пĕчĕкренех пушар хуралĕн службинче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ-и?

— Çук, ачаран пушарнăй пулас ĕмĕт пулман. Манăн атте, Виталий Борисович Мамуткин, чылай çул районти пушар чаçĕнче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва та унтанах кайнă. Эпĕ шкул пĕтерсен Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм, алла аслă пĕлÿллĕ инженер-механик дипломне илсен вара пушар хуралĕнче ĕçлес кăмăл çуралчĕ. Аттене те савăнтарас терĕм пуль унăн çулĕпе кайса. 20 çул ĕçлетĕп çакăнта.

— Сирĕн çемье династийĕ те пысăк апла. Пиччĕр Николай та хăйĕн пурнăçне çак ка-нăçсăр ĕçпе çыхăнтарнă. Ачăрсен кăмăлĕсем еплерех, сирĕн ĕçе малалла тăсма шутламаççĕ-и?

— Ăна калама иртерех-ха. Ÿссен кам пулса ĕçлесен те çĕр-шыва кирлĕ çынсем пулччăр.

— «Пушар хуралĕн ĕçченĕ талăкра 25 сехет çывăрать», тесе шÿтлетчĕç унччен. Халĕ вара ...

— Пушă вăхăтра хаçат-журнал, телевизор курма пултаратпăр. Тĕрĕссипе каласан пушă вăхăт çукпа пĕрех. Тăтăшах тĕрлĕрен вĕренÿсем, тренировкăсем йĕркелетпĕр. Прокуратура, районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе час-часах рейдсем ирттеретпĕр. Саккунсем çĕнелсе пынине те йĕрлесех тăмалла.

— Пушă вăхăт пирки калаçу пуçартăмăр пулсан, кил, çемье пирки чарăнса тăрар-ха. Килти пушă вăхăта епле ирттеретĕр?

— Мăшăрăмпа икĕ ывăл çитĕнтеретпĕр. Ачасене спорта тата физкультурăна хăнăхтарас тесе хĕллехи вăхăтра йĕлтĕр çине тăрса вăрмана ярăнма çÿретпĕр. Костьăпа Андрей коньки сырса сĕм тĕттĕмчченех пăр çинче ярăнма пултараççĕ. Çуллахи вăхăтра вара шывра ишме юратаççĕ. Ман шутпа, сывă пурнăç йĕркине ачасене ашшĕ-амăшĕн хăнăхтармалла. Арçын ачасен уйрăмах спортпа пиçĕхмелле.

— Калаçушăн тавах. Ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика