АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕмăратсен уявĕнче çанталăк та кăмăлне уçрĕ

15 июня 2011 г.

Çĕнĕмăратсемпе вутлансем Акатуя ик-виç çул та пухăнманччĕ-ха, çавăнпа та халăх уявшăн тунсăхласах çитнĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче вара «Заря» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем, ял çыннисем, хăнасем шкул умĕнчи лапама пуçтарăнчĕç. Кунта ĕçпе юрă уявĕпе пĕрлех Раççей кунне, Троица праçникне те паллă турĕç.

Çанталăкĕ те çак куна кĕтнĕ тейĕн çав, кăмăлне уçса ячĕ — çумăр пĕлĕчĕсем саланчĕç, сар хĕвел хăйĕн шевлисене пĕр хĕрхенмесĕр çĕр çине сапаларĕ. Нÿрĕк илсе юлнă ял хуçалăх культурисем те, ял-йыш та чунтан хĕпĕртерĕ çакăншăн.

Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева Акатуй уявне уçсан сцена çине хăпарнă хăнасене пĕрин хыççăн тепĕрне сăмах пачĕ. Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов ял ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, производствăра ăнăçусем сунчĕ. Георгий Михайлович малашне те çак уява çулсеренех Троица кунĕнче ирттерме сĕнÿ пачĕ, унпа пурте килĕшрĕç. Ара, çимĕк уявне тăван яла пурте пуçтарăнаççĕ-çке, хуларан та йышлăн килеççĕ, пĕр-пĕрне курса калаçни мĕне тăрать. Малалла ĕç ветеранĕ С.И.Басников, шкул директорĕ А.С.Борисов, Çĕнĕ Мăратра çуралса ÿссе район центрĕнче ĕçлекен В.Г.Васильев, В.В.Максимов, А.А.Степанов, Г.Н.Филиппов, Л.Г.Шуряшкина, В.С.Чубуков сăмах илчĕç, уява лайăх ирттерме, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сунчĕç. «Заря» ЯХПК председателĕ Леонид Киргизов ака-сухара тăрăшса ĕçленĕ механизаторсемпе водительсене, ытти ĕçченсене, фермăра, уй-хир бригадинче вăй хуракансене тав сăмахĕ каларĕ, Хисеп грамотисем, преми парса хавхалантарчĕ.

Культура программи пуян пулчĕ уявра. Чăваш тумĕ тăхăннă культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. «Ирĕклĕ микрофон» та ĕçлерĕ, кам юрлама, такмак калама ăста — çавсем пултарулăх конкурсне хутшăнма пултарчĕç. Тĕп хуларан та эстрада юрăçисем килсе çитрĕç. Сергей Павлов, Ирина Музыкантовăпа Алина Семенова уçă та янăравлă сассисемпе уява пухăннă халăха савăнтарчĕç.

Пирĕн тăрăхра пурăнакансем спорт вăййисене те юратаççĕ, вĕсем ăмăртусене кăмăлласах хутшăнни çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Армреслингра, кире пуканĕ çĕклесе, михĕ йăтса чупса, калуша инçĕшне ывăтса, вĕрен туртса тупăшрĕç ял çыннисем. Арçынсенчен хĕрарăмсем те пĕртте юлмарĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче вара чи маттурри Вячеслав Малышев пулчĕ, вăл тĕп парнене — така илме тивĕçрĕ.

Ĕçпе юрă уявне ирттерме Комсомольскинче ĕçлекен ентешсем, ялта магазин тытакансем, предпринимательсем те сисĕмлĕ пулăшу пачĕç. Хуçалăх экономика енчен йывăртарах лару-тăрура чухне пĕр шухăшлă пулса алă тăсса пани, уяв йĕркелени ял çыннисен ĕçлес кăмăлне çĕклеме пулăшатех пулĕ тетĕп. Ака-суха пĕтерсен Акатуй ирттерес йăла ялта малашне те упранса юлтăрччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика