АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ канăва маларах каяс тесен

11 июня 2011 г.

Ĕçлев служби учетра тăракансене пенсие маларах йĕркелемешкĕн сĕнме пултарать.

ВЫРНАÇМА МАЙ ÇУК ТĂК...

Кун пек чухне çак условисене тĕпе хураççĕ:

— гражданина çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăнсан;

— ĕçлев служби ăна вырнаçтарма пултараймасан;

— гражданина организацие хупнипе, йыша чакарнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса ярсан;

— гражданинăн страховани стажĕ (ар çынсен — 25, хĕрарăмсен — 20) палăртнă çултан кая мар тата ватлăхри ĕç пенсине маларах кăлармашкăн ирĕк паракан вăл е ку тытăмра кирлĕ чухлĕ стаж пулсан;

— гражданин пенсие маларах кайма килĕшсен.

Асăннă пенсие ĕçсĕр гражданина служба органĕ сĕннипе тата хăй кăмăлĕпе тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕччен, çав шутра çăмăллăхпа усă курмалли вăхăт çитиччен икĕ çул маларах йĕркелеме пултараççĕ.

Кун пек чухне ăна тÿлев памалла тунă кунран ĕçсĕррисен шутĕнчен кăлараççĕ. Федерацин 1992 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» 1032-1 саккунĕ çапла тума хушать. Патшалăхăн çакăн йышши тÿлевне ĕç пенсийĕсем пекех индексацилеççĕ.

Ăна ыйтса çырнă кунран тытăнса палăртаççĕ тата ватлăхри ĕç пенсине тивĕçмелли (çăмăллăхпа усă курса тухмалли) ирĕке иличчен парса тăраççĕ. Çав ÿсĕме çитсен ватлăхри ĕç пенсине (çăмăллăхпа усă курмаллине) кăларма е куçарма ыйтса Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти территори органне заявлени вăхăтра çитермелле: ĕçсĕр шутланнипе маларах тухнăшăн параканнине тÿлеме чарăннă тата ватлăхрине йĕркеленĕ вăхăтра тÿлевсĕр юлмалла пулса ан тухтăр.

Çын хăй суйласа илнĕ тăрăх укçана пенси службин органĕпе çак тĕллевпе килĕшÿ çирĕплетнĕ федераци почта çыхăнăвĕн е кредит организацийĕсем çитерсе параççĕ.

Тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕччен тухнă пенси виçине ĕç пенси-йĕнни пекех шутлаççĕ: страхланă çыншăн Пенси фондне кĕнĕ страховани взносĕн пĕтĕмĕшле суммине тата унăн 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси ирĕкĕн виçине тĕпе хураççĕ.

МĔНЛЕ

ДОКУМЕНТ КИРЛĔ:

— ватлăхри ĕç пенсийĕ палăртма ыйтса çырнă заявлени;

— çын кам пулнине, ÿсĕмне, ăçта пурăннине, гражданлăхне ĕнентерекен документсем;

— ĕçлев службин органĕ гражданина пенсие маларах яма сĕнни (çав шутра — çăмăллăх ирĕкĕпе);

— обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви;

— страховани стажне çирĕплетекен документсем;

— 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен ĕçленĕ тапхăрăн пĕр харăс кирек хăш 60 уйăхри вăтам шалу пирки справка (е 2000–2001 çулсенчи ĕç укçине персонификаци учечĕ тăрăх палăртни).

Кирлĕ пулсан — çемьен ĕçлеме пултарайман членĕсем пуррине, вĕсем унăн шучĕпе пурăннине çирĕплетни, Раççей Федерацийĕн хăш территорийĕнче пулнине е пурăннине ĕнентерни, хушамата, ята, ашшĕ ятне улăштарнине уçăмлатни.

АСРА ТЫТМАЛЛА

Ĕçлев служби сĕннипе пенсие маларах кăларнисен тÿлев виçине витĕм кÿме пултаракан е ăна пăрахăçлама май паракан улшăнусем çинчен Пенси фончĕн территори органне çийĕнчех пĕлтермелле, çав шутра: ĕçе вырнаçнине, 18 çултан аслăрах ывăл-хĕр тĕрлĕ типлă учрежденире (заведенирен кăларса янине) вĕренме пăрахнине, хăй шучĕпе пурăнакансен йышĕ, пурăннă вырăн улшăннине.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика