АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Каçал» ансамбль Чĕмпĕрте чăвашсен хисепĕн, ăсталăхĕн палли пулчĕ

11 июня 2011 г.

Çĕртме уйăхĕн 1—4-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнче Чăваш Республикин Культура кунĕсем тата Пĕтĕм Раççейри Акатуй иртнĕ. Çак савăнăçлă уявсене чăвашсем йышлă пурăнакан регионсем хушшинче культура çыхăнăвне çирĕплетес, вăйлатас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Акатуя 85 пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă, вĕсенчен 30-шĕ — Чăваш Енрен, 22-шĕ — Ульяновск облаçĕнчен, 33-шĕ — Раççейĕн ытти регионĕсенчен тата ют çĕр-шывсенчен.

Пирĕн районтан Акатуя культурăпа кану центрĕнчи халăх фольклор ушкăнĕ «Каçал» та хутшăнма тивĕçнĕ.

Чĕмпĕрте иртнĕ уяв хыççăн фольклор ушкăнĕн ертÿçипе Владимир Павловпа тĕл пултăм.

— Владимир Павлович, эсир ушкăнпа ăçта кăна çитсе темле чаплă сценăсем çинче те хăвăр пултарулăха кăтартнă. Чĕмпĕр хулинче иртнĕ Акатуй мĕнпе сирĕн асăрта юлчĕ?

— Чи малтанах эпир çакна асăрхарăмăр. Чĕмпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем чăвашлăхшăн тунсăхланă. 111 халăха пĕрлештерсе туслă пурăнакан облаçра чăвашсен Пĕтĕм Раççейри Акатуйне йĕркелени питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. «Каçал» ушкăн членĕсем шукăль тумпа халăха кăна мар, Правительство çуртĕнче пулнă чиновниксене те тĕлĕнтерме пултарчĕç.

Акатуй авалтан пыракан йăлапа — вăйă картипе уçăлчĕ. Пин-пин çын Ленин лапамĕнче чăваш халăх гимнне — «Алран кайми» юрра юрларĕ. Каярахпа вара Акатуй сцени çинче калама çук чаплă уяв пикенчĕ. Концерт программине Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ «Çурхи сас-чĕв» композиципе пуçларĕ. Çак вăхăтра çумăр витререн тăкнă пекех лÿшкеме пикенчĕ. Ушкăнăн, программа тăрăх, сцена çине 28-мĕш тухмаллаччĕ. Пирĕн çи-пуç килĕшнĕрен-ши, Правительство çурчĕн залне чĕнсе кĕртрĕç те Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Сергей Морозов, Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев тата ыттисем умĕнче юрлама-ташлама ирĕк пачĕç. Калама çук ăшшăн кĕтсе илчĕç пире кунта куракансем. Эпир вара вĕсене «Сакăл тур лаши», «Сикĕр, сикĕр шывалла» номерсемпе савăнтартăмăр, чăн авалхи капăр çи-пуçпа тыткăнларăмăр. «Каçал» ансамбль Чĕмпĕрте чăвашсен хисепĕн, ăсталăхĕн палли пулчĕ.

Пухăннисем тăвăллăн алă çупни пире питĕ хавхалантарчĕ.

— Акатуйăн пĕлтерĕшĕ, Сирĕн шутпа, мĕнре-ши?

— Чĕмпĕрти уяв кунĕсем чăваш халăхĕшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пек шайра эпир, чăвашсем, хамăр çинчен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тесе пĕл-тертĕмĕр. Çакăн пек мероприятисене пула ĕнтĕ пирĕн йăласем, пуян культура аваллăхран малашлăха куçса пыраççĕ.

— Паллах, артистсен, укçа-тенкĕпе пулăшмасан, çул уçăлмасть. Камсене пула хальхинче инçе çула кайса килме пултартăр?

— Спонсорсене асăнас килет. Вĕсем — «Çĕр улмине мухтав» агрофирма (Х.Идиатуллин), Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕ (В.Агамирян) тата ЧР Культура министерстви.

— Калаçушăн тавах. Малашне те ăнăçу сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика