АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе юратса, пĕлсе йĕркелесен

11 июня 2011 г.

КĔСКЕ СПРАВКА. Ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе 1931 çулччен кредит кооперацийĕсем ĕçленĕ. 1932 çулта СССР ял хуçалăх банкне (Сельхозбанк) йĕркеленĕ. 1957 çулта вара ун çине Торгбанк ĕçĕсене тиенĕ. Икĕ çултан СССР Верховнăй Совечĕ Ял хуçалăх банкне пĕтерсе унăн ĕçне СССР Госбанкĕпе Стройбанка туса пыма хушнă.

Ял хуçалăхне кирлĕ пек аталантарма ятарлă банк кирлине кура 2000 çулхи пуш уйăхĕнче Раççей Ял хуçалăх банкне (Россельхозбанк) туса хунă. Çав çулхи çĕртме уйăхĕнче банкăн Чăваш Республикинчи регион уйрăмне йĕркеленĕ. Пирĕн районта çак банкăн хушма офисне 2001 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче уçнă.

Офис ĕçĕсене чи малтан З.М.Григорьева управляющипе З.Д.Сергеева аслă бухгалтер туса пынă. Кунта колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсем, райпо тата ытти хăш-пĕр учрежденисемпе организацисем хăйсен расчет счечĕсене куçарнă. Каярах уйрăм çынсем вклада укçа хывма тытăннă. Ĕç калăпăшĕ пысăкланнă май, бухгалтерсемпе экономистсен штачĕ те ÿссех пынă. Паянхи кун кунта 20 яхăн çын ĕçлет.

Виçĕм çул хушма офис çĕнĕ те хăтлă çурта куçрĕ. Ĕç услови-йĕсем те чылай лайăхланчĕç. Офис предприятисемпе организацисене тĕрлĕ условиллĕ кредит парса тăрать, вăхăтра тавăрса парас ĕçе те тимлĕ йĕркеленĕ. Кулленхи ĕçсем валли кĕске срока кредит панисĕр пуçне çурт-йĕр лартма, транспорт туянма нумай вăхăтлăх кредит парасси те ăнăçлă пулса пырать. Çавăнпа пĕрлех уйрăм çынсене, предпринимательсене ипотека кредичĕ, автокредит тата ытти ĕçсем валли те кивçен парса пулăшать. Кредитсен калăпăшĕ 300 миллион тенкĕрен те иртет.

Ĕç тухăçлăхĕ, паллах, ытларах кадрсенчен, вĕсене тивĕçлипе хаклама пĕлнинчен килет. Бухгалтерсемпе экономистсем пурте аслă пĕлÿллĕ, кассирсем те ятарласа вĕреннĕ. Пурнăç уттинчен пĕртте юлмаççĕ.

Кунта ĕçлекенсем клиентсене яланах кăмăллă кĕтсе илеççĕ. Çавăнпа та вĕсен йышĕ те ÿссех пырать. Паянхи кун вклада укçа хывакансен йышĕ 1500 çын ытла.

Ĕçе пĕлсе йĕркелени тата ăна юратса туни хушма офиса палăртнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçласа пыма май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ офис 2010 çулхи тăваттăмĕш кварталти ĕçсемшĕн «Лучшему офису» кубока тивĕçнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта та ăна алăран вĕçертмен комсомольскисем. Офис управляющийĕ З.М.Григорьева Россельхозбанкăн тата Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Хисеп грамотисене, аслă бухгалтер О.В.Лаврушкина Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне илме тивĕçнĕ.

Зинаида Михайловнăран çапларах ыйтрăм: «Ĕçре мĕн кансĕрлет, малашлăх шухăш-ĕмĕтсем мĕнлерех?»

— Ĕçлеме пĕтĕм услови пур. Коллектив туслă, умра тăракан задачăсене пурнăçлама чăрмав çук. Пулăшу кирлĕ пулсан регионти уйрăм яланах пулăшать. Ĕмĕт — ĕçе куллен лайăхлатса пырасси. Пирĕнпе ĕçлĕ çыхăну тытакансен йышĕ татах та ÿсессе шанас килет. Эпир район ял хуçалăхне аталантарма, ял çыннисен пурнăçне çăмăллатма пирĕнтен мĕн кирлине тума хатĕр,— пулчĕ управляющин çирĕп сăмахĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика