АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмран сыхлар

11 июня 2011 г.

Вăрман пуянлăхĕ, унти уçă сывлăш, ÿсен-тăран пирки мĕн чухлĕ каламан-ши? Миçе çын ун илемĕпе савăнман-ши? Ыйту хыççăн ыйту пама пулать. Мĕншĕн çак ытарайми тĕрĕс илемпе усă курма пĕлместпĕр? Хамăр хыççăн сÿнтермен кăвайт, пушаннă эрех кĕленчисене, тасамарлăх хăваратпăр.

Вăрманти пушарсен 80 проценчĕ çын айăпĕпе пулать.

Çуллахи шăрăх кунсем пуçланас умĕн вăрман сыхлавĕн ĕçченĕсем тĕлĕрсе лармаççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсене çитсе калаçусем ирттернĕ. Вăрманта та пушартан сыхланас ĕçсем нумай туса ирттернĕ.

Çапах та асăрханулăх пирки манса каймалла мар. Пурне те сыхă пулма чĕнсе калатăп. Вут-çулăм тухнине курсан пĕр тăхтаса тăмасăрах Комсомольски лесничество участокне 5-16-08 номерпе, пушар чаçне 01 номерпе, районти шалти ĕçсен пайне 02 номерпе, çăлав службине 112 номерпе шăнкăравламалла. Вăрмансене вут-çулăмран сыхлар.

«Шăмăршăри лесничество» ПУ хÿтĕленес тĕлĕшпе 80 километр йĕрсем сухаланă, канмалли 72 вырăн тунă, вут-çулăм хăрушлăхĕ пирки аса илтерекен, асăрхануллă пулма чĕнекен 140 аншлаг вырнаçтарнă, 440 листовка халăх хушшинче сарнă. Шкулсенче те ачасемпе калаçусем ирттернĕ.

Хальлĕхе çанталăк çумăрлă тăрать-ха. Шăрăх вăхăтра, тархасшăн, вăрмана кĕрсен асăрхануллă пулăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика