11 июня 2011 г.
Хальхи вăхăтра районта суту-илÿпе, хатĕрлевпе уйрăм çынсем те, предприятисем те ĕçлеççĕ. Вĕсемпе танлаштарсан, паллах, райпо таварçаврăнăш енĕпе чылай çÿллĕ шайра тăрать. Унта суту-илÿсĕр пуçне тÿлевлĕ пулăшу параççĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те тивĕçтереççĕ, хатĕрлев енĕпе те ĕçлеççĕ.
Нумаях пулмасть хатĕрлев пункчĕн заведующийĕпе Ф.Т.Гавриловпа тĕл пулса калаçрăм.
— Федор Титович, иртнĕ çул та, кăçалхи малтанхи уйăхсем те ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн те, уйрăм çынсемшĕн те çăмăлах пулмарĕç. Хатĕрлев кантурĕ райпо магазинĕсем урлă ял хуçалăх продукцийĕ чылай сутрĕ пулĕ?
— Цифрăсем çинче чарăнса тăрас килмест. Выльăх апачĕ енчен хĕсĕк пулнипе ял çыннисене комбикорм, тырă хывăхĕ (отруби) чылай сутрăмăр. Мари Эл Республикинчен, Киров, Рязань облаçĕсенчен тата хăш-пĕр регионсенчен утă-улăм илсе килтĕмĕр. Халăха сутнă чухне транспорт хакне шута илмен. Çĕр улми вăрлăхĕпе те тивĕçтертĕмĕр. Нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене те ял çыннисем чылай туянчĕç.
— Хатĕрлев пункчĕн тĕп тĕллевĕ — халăхран продукци туянасси...
— Çапла. Эпир ял хуçалăх продукчĕсем туянатпăр. Сĕт пуçтаратпăр, мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем чĕрĕ виçепе илетпĕр. Вĕсене халăха та сутатпăр.
— Эмел курăкĕсене йышăнатăр-и?
— Йышăнатпăр. Анчах типĕтнине çеç. Хамăр патра хальлĕхе типĕтмелли оборудовани, услови çук.
— Сирĕн пунктра ĕçлекенсенчен камсене асăнма пулать-ши?
— Пирĕн коллектив туслă. Склад заведующийĕ Е.И.Карпова, Н.Я.Мельникова хатĕрлевçĕ- товаровед, Г.Н.Махминов, П.М.Петров, Д.Г.Иванов, Н.С.Кириллов, Н.С.Артемьев рабочисем ĕçре пултаруллă.
Источник: "Каçал Ен"