08 июня 2011 г.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Тахçантанпах кĕтнĕ хаваслă каникул кунĕсем çитрĕç. Ку вăхăтра ачасем çут çанталăк илемне курма походсене, экскурсисене каяççĕ. Эпир те чăтса тăраймарăмăр, çула тухрăмăр.
Чун-чĕреренех килентĕмĕр çут çанталăк илемĕпе. Кайăксен вĕçевне кăсăкланса сăнарăмăр. Кимĕ çинче ярăнса плотина урлă каçни кашнин асĕнчех юлчĕ пулĕ. Путлăхлă вырăн урлă каçса çăл куç умне чарăнса тăрă та таса шыв ĕçнине ăçтан манса кайăн; Ырă кăмăллă çул çÿрекен унта курка та хурса хăварнă. Арçын ачасем тавралăх илемне курас тесе çÿллĕ йывăçсем çине хăпарчĕç. Футболла вылярăмăр, тĕрлĕ конкурссем те пулчĕç. Походра кăмăлтан савăнтăмăр, кантăмăр.
Источник: "Каçал Ен"