АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Варнава Каçалта кĕлĕ ирттерчĕ

08 июня 2011 г.

Июнĕн 5-мĕшĕнче, вырсарни кун, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава Комсомольскинчи Вознесения Господня чиркĕвне килсе çитрĕ. Унпа пĕрле Шупашкарти тĕрлĕ чиркÿсен священнослужителĕсем те пулчĕç. Владыкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, Комсомольскинчи Вознесения Господня чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте тата ыттисем те кĕтсе илчĕç.

«Чĕререн тăрăшса мĕн чухлĕ ытларах кĕлĕ тăватпăр – чунра та канлĕхпе канăçлăх, çутă та ăшă кăмăл çавăн чухлĕ тăрать, Турăпа пĕрле пулăпăр, вăл пире нихăçан та пăрахмĕ»,— терĕ Варнава митрополит, пухăннисене кĕлĕ умĕн ырă сунса.

Тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем ирхи кĕлĕ ирттернине итлеме Канаш, Елчĕк, Патăрьел тата ытти районсенчен те çынсем йышлăн килчĕç.

Кĕлĕ вăхăтĕнче кашни çын чĕрипе чăнлăха, кĕллĕн вăй-хăватне туйса тăчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика