АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене пăхатпăр, пулăшу паратпăр

08 июня 2011 г.

Çын шăпи тĕрлĕрен килет. Ватлăх кунра тăр пĕччен тăрса юлнисем те чылай. Вĕсене пăхса тăма, пулăшма социаллă ĕçченсене явăçтарнă. Районта пĕччен юлнă 120 ватă шутланать. Вĕсене штатра тăман 109 социаллă ĕçчен пулăшать. Унсăр пуçне штатри 16 ĕçчен тăрăшать.

Хĕл кунĕсенче социаллă ĕçченсем, çурта çут çанталăк газĕ кĕртмен пулсан, вут-шанкă йăтса кĕрсе параççĕ, шыв ăсса кĕреççĕ, лавккана кайса апат-çимĕç туянса килеççĕ. Вĕсем пурнăçлакан пур ĕçе асăнса та пĕтереймĕн.

Районти Хирти Мăнтăр тата Шурут ялĕсенче ваттисен çур-чĕсем пур. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕшĕн те эпир яваплă. Унта пурăнакансене кирлĕ условисем пулччăр тесе тăрăшатпăр.

Социаллă ĕçченсене уяв ячĕпе саламлатăп, пархатарлă ĕçĕрте малашне те ватăсемшĕн ырă тăвасса шанатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика