04 июня 2011 г.
Кашни çулах май уйăхĕн вĕçĕнче Славян çырулăхĕпе культурин кунĕнче пирĕн халăх вырăс православи чиркĕвĕ славянсене çутта кăларнă Мефодипе Кирилл çветтуйсене асăнать. Раççейре ку уява 1986 çулта çĕнĕрен паллă тума пуçланă. 1991 çулта вара патшалăх статусне панă.
Çак куна халалласа чăваш наци библиотекинче «Азъ, буки, веди...» курав йĕркеленĕ. Унăн пуçарăвĕпех республикăра «Православи культури: унчченхи тата хальхи» интернет-акци иртет.
Пирĕн районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те Славян çырулăхĕпе культурин кунне çулсерен паллă тăваççĕ. Акă кăçал вĕсем «Душеполезное чтение» виртуаллă выставка йĕркелерĕç. Вулавăш çуртне килекенсем выставкăпа июнĕн 20-мĕшĕччен паллашма пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"