04 июня 2011 г.
Майăн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче «Об особенностях имущественных отношений и финансового обеспечения государственных (муниципальных) учреждений в условиях реализации Федерального закона от 08.05.2010 г. "83-ФЗ» темăпа семинар-канашлу иртнĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков саламланă.
Пуçтарăннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене Чăваш Республикин министерствисен специалисчĕсем хуравланă. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ С.А.Иванова, Финанс тата экономика министерствин Казначейство управленийĕн начальникĕн заместителĕ Р.И.Николаева, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин патшалăх пурлăхне хаклас, учета илес, регистрацилесе харпăрлăха парас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕн заместителĕ Л.Б.Тупицына, çав министерствăн патшалăх пурлăхĕпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрассипе тата патшалăх учрежденийĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Л.Лукина, Культура министерствин финанс тата экономика пайĕн начальникĕ С.А.Иванова пурлăх хутшăнăвĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çÿлерех асăннă Федераллă саккун мĕнле пурнăçланса пынине координацилесе тăма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Г.М.Киргизова çирĕплетнĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе муниципаллă 37 учреждени хысна, бюджет тата автономиллĕ учреждение куçмалла. Вĕсенчен 31-шĕ вĕрентÿ, 3-шĕ культура, пĕри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем тата централизациленĕ 2 бухгалтери.
Семинар-канашлура тата ытти ыйтусем те пăхса тухнă.
Источник: "Каçал Ен"