АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура – хисепĕ

04 июня 2011 г.

Республикăри чи лайăх агрономсен 20-мĕш ĕмĕрти рейтингне тăвас пулсан, çав список пуçламăшĕнче тепĕр паллă ентешпе, Хырай Ĕнелĕнче çуралса ÿснĕ С.Т.Ишмуратовпа юнашар А.Г.Макаровăн хушамачĕ тăрасса пĕрре те иккĕленместĕп. Силантий Терентьевич та, Алексей Григорьевич та — хисеплĕ çынсем, ăста специалистсем. «РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята пирĕн районта вĕсем иккĕшĕ çеç тивĕçнĕ. Паян вĕсенчен пĕрин, Алексей Макаров çинчен сăмах хускатасшăн. Кун валли сăлтавĕ те пысăк — Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ветеран çак кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Куç умне ачалăхри ÿкерчĕксем час-часах тухаççĕ. Ас тăватăп-ха, алла матик тытса ĕçлемелĕх ÿссенех аннесем вăл е ку культурăна çум курăкран тасатма колхоз хирне илсе тухатчĕç. Çитĕнерехпе утă-улăм пуçтарма, хăмла татма, выльăх кăшманĕ кăларма та нумай çÿренĕ. Çĕр ĕçченĕсем тăрăшакан çĕре «Заря» хуçалăхăн тĕп агрономĕ Алексей Макаров час-часах çитсе çаврăнатчĕ. Ĕçсем мĕнле пынипе паллашнисĕр пуçне вăл тĕрлĕ сĕнÿсем паратчĕ. Алексей Григорьевич чылай чухне юланутпа çÿретчĕ. Хăш-пĕрисем тăрса пит çăвиччен вăл тăват ураллă тусĕпе уйсем тăрăх çаврăнса килме те ĕлкĕрнĕ, правленине ирхи наряда васканă. Агроном кашни хирти курăксем, пĕрчĕллĕ культурăсем, тымар-çимĕç мĕнле çитĕннине, вĕсене апатлантарма, им-çамлама е кăпкалатма, пуçтарса кĕртме вăхăт çитнине чĕрипе туйса тăнă. Çакă ачаран уй-хирте ĕçлеме хăнăхнинчен те, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче, каярахпа Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ятарлă пĕлÿ илнинчен те килнĕ. Тата хăй ĕçне чунтан юратни, тĕплĕ тума хăнăхни витĕм кÿнĕ паллах. Турă пани те пулнах ĕнтĕ. Ахальтен мар Алексей Григорьевич агрономра, тĕп агрономра тăрăшнă çулсенче «Заря» колхоз ÿсен-тăран отраслĕнче пысăк çитĕнÿсем туса пынă.

Тăван хуçалăхра Алексей Çĕрпÿри техникума пĕтерсе таврăннă хыççăн ĕçлеме пикеннĕ. Унччен кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем гектартан 10—12, çĕр улми 105 центнер тухăç панă. Алексей Григорьевич тĕллевлĕн тăрăшнипе, унăн професси ăсталăхне пула пурăна-киле «Заря» колхоз тыр-пул туса илессипе районта çеç мар, республикăра та малтисен шутне кĕнĕ. Асăннă отрасле А.Макаров ертсе пынă 30 çул хушшинче тыр-пул тухăçлăхĕпе «Заря» колхоз районта 8 хут 1-мĕш, çавăн чухлех 2—4-мĕш вырăнсене йышăннă. Кăтартă-вĕсем те пысăк пулнă ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, 1973 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен кашни гектарĕнчен 35,1 центнер, 1776 гектартан пурĕ пĕрле вара 6300 тонна тырă илнĕ. 1982 çулта çак кăтарту 37,8 центнера çитнĕ. Танлаштарса пăхма: маларах «Заря» колхоза кĕнĕ «Рассвет», «Пайгас» тата «Заря» кооперативсем 2009 çулта виççĕшĕ пĕрле 4503 тонна тĕштырă пуçтарса кĕртнĕ.

Çĕр улмипе те çине тăрсах тата ăнăçлă ĕçленĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхра. 1973 çулта кашни гектар пуçне 249, 1984 çулта 253 центнер, 4286 тата 4777 тонна «иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ. Çакă татах çÿлерех асăннă 3 кооператив 2009 çулта пуçтарса кĕртнинчен самай нумайрах. Кунсăр пуçне, пахча çимĕç те нумай çитĕнтернĕ. Уйрăм çулсенче ăна 500 тата ытларах тонна та пухса илсе патшалăха сутнă.

«Заря» колхоз 1973, 1975, 1981, 1983, 1984 тата 1987 çулсенче районти куçса çÿрекен «Ылтăн пучах» пысăк приза илме тивĕç пулнă. Агротехника ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлани, уй-хир ĕçченĕсен ĕçне кирлĕ пек йĕркелеме пĕлни тата кашни хăй вырăнĕнче пысăк яваплăхпа тăрăшни çеç çакăн пек паха «çимĕç» пама пултарнă.

Хуçалăх ертÿçипе аслă специалистсем пĕр-пĕрне ăнланмасан нимле ĕç те малалла каймастех ĕнтĕ. Акă мĕнле аса илет «Заря» колхозăн вăл вăхăтри председателĕ Г.М.Киргизов: «Алексей Григорьевич — питĕ тÿрĕ кăмăллă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă агроном. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăхăтĕнче вăл лаша çине утланса ирхи тăватă сехетрен саккăрччен пĕтĕм уй тăрăх çаврăнатчĕ, çĕр пиçĕлĕхне тĕрĕслетчĕ. Тепĕр чухне кунне икĕ лаша та улăштаратчĕ, тăватă бригадăна çитсе килме çăмăлах пулман вĕт».

Ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономне Илдус Минетуллина Алексей Макаровпа 11 çул – 1980—1991 çулсенче — пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ. Илдус Хадзятович та ырăпа çеç аса илет ун çинчен. «Çамрăк агрономсене яланах Алексей Григорьевичран тĕслĕх илме сĕнеттĕм. Вăл кирек мĕнле отчета та вăхăтра паратчĕ. Хăйĕн йĕркелĕхĕпе, принциплăхĕпе палăрса тăратчĕ. А.Макаров ĕçленĕ çулсенче «Заря» колхозăн хирĕсенчен ытларахăшĕ «Пахалăх паллине» тивĕçрĕç»,— терĕ вăл аслă ĕçтешĕ çинчен.

«Ĕçне кура — хисепĕ», теççĕ халăхра. Тăван çĕр-шыв А.Г.Макаровăн ĕçне тивĕçлипех хакланă. 1973 çулта ăна «ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ», вун ик çултан «РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ятсем панă. Наградисем те пайтах — «Хисеп Палли», «Октябрь Революцийĕ» орденсем тата тĕрлĕ медальсем, Хисеп грамотисем. Алексей Макаровăн хушаматне районăн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ. Виçĕ хĕрĕпе мăнукĕсем ашшĕпе, кукашшĕпе чăннипех мăнаçланма пултараççĕ. Шел, паянхи кун юратнă мăшăрĕ Вера Степановна юнашар çук, чире пула вăл темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ. Алексей Григорьевич хăйне аван туять-ха, патвар çÿрет. Хĕлле хулара хĕрĕсем патĕнче пурăнать, çуркунне, хĕвел ăшăрах пăхма пикенсенех, тăван килне таврăнать. Сакăр вуннăра пулин те, ĕçсĕр ларма пултараймасть вăл. Пахча çимĕç калчисене акса ÿстерет, картишне тухсан чăх-чĕпсемпе, йыттипе йăпанать. Çу кунĕсенче хĕрĕсем килсех тăраççĕ ашшĕ патне, пĕтĕм ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ.

Чăннипех те ял çыннин, çĕр ĕçченĕн канăçсăр чĕри тапать Алексей Макаровăн кă кăрĕнче.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика