04 июня 2011 г.
Медицинăри чи паллă меслетсенчен пĕри вăл — донортан илнĕ юна чирлĕ çын организмне яни. Тĕпчевçĕсем кăтартнă тăрăх çакă паллă: çирĕп çынран кăшт (250—450 мл ) юн илни организма çĕнелме пулăшать.
Донорсем — юн парнелекенсем — калама çук ырă ĕç тăваççĕ, сахал мар çын пурнăçне çăлса хăвараççĕ.
Акă июнĕн 2-мĕшĕнче тĕп библиотекăра район больницин ĕçченĕсем Донор кунне ирттерчĕç. Кăçал çавăн пек пархатарлă мероприяти Комсомольски ялĕнче иккĕмĕш хут пулчĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – Н.Н.Михайлова врач инфекционист, аслă медсестра А.В.Демина, Г.М.Азизова, Е.Н.Безменова медсестрасем, Л.В.Петрова фельдшер. Вĕсене Р.А.Такинапа З.В.Гаврилова санитаркăсем пулăшрĕç.
Шурă халатлă ĕçченсем юн илес умĕн кашни çыннăн сывлăхне çирĕп тĕрĕслеççĕ. Çапла туни чирлĕ çынна юнпа пĕрле пĕр-пĕр сикекен чир вирусĕ лекесрен сыхланма май парать, юн паракан сывлăхне те упрама пулăшать.
Комсомольскинче пурăнакан Агния Семеновна Мударисова 45-мĕш, Татьяна Петровна Иванова 38-мĕш, Юрий Адольфович Чернов 25-мĕш хут юн пачĕç.
Çак пархатарлă ĕçе пĕрремĕш хутшăнакансене те ятранах асăнас килет. Вĕсенчен пĕри вăл — Ирина Кошкина (Комсомольски), Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕренекенскер. Студентка малашне те çавăн пек ырă ĕçе хутшăнасса шантарса каларĕ. Урмаел каччи Рустем Шакуров та пуçласа юн пачĕ. «Манăн юн кама та пулин пулăшу кÿрсен, сывалма пулăш сан тем пекехчĕ»,— терĕ вăл сывлăхне тĕрĕслеттерме пикенсе.
Çак мероприятие пурĕ 78 çын хутшăнчĕ. «Шел пулин те, юн паракансенчен чылайăшĕ — хĕрарăмсем. Малашне ар çынсем те хĕрарăмсемпе танах сăваплă ĕçе хутшăнасса шанас килет»,— пĕлтерчĕ Надежда Михайлова, Донор кунне пĕтĕмлетсе.
Источник: "Каçал Ен"