01 июня 2011 г.
Каçал ен илемлĕ те кăмăллă, çынсене илĕртекен вырăн пултăр тесен çакăнта пурăнакансен хăйсен тăрăшмалла. Урамсене тирпейлĕ тытмалла, çÿп-çап пăрахса вараламалла мар, выльăх-чĕрлĕхсене халăх кĕтĕвне ямалла.
Анчах та хальхи вăхăтра çавăн пек пулса пымасть тесе каламалла. Акă, Комсомольски ялне илер-ха. Ял варринче тăр кăнтăрла сурăхсем, качакасем ушкăнпа çÿреççĕ. Хăш-пĕрисем район администраци çурчĕ умне те, парка та çитеççĕ. Пĕрремĕш номерлĕ шкул умĕнче капăр чечексем ÿсеççĕ, илем кÿрсе лараççĕ. Вĕсене сиен кÿреççĕ. Ялта, паллах, выльăх-чĕрлĕх усрамалла, анчах ăна пăхмалла. Ял тăрăх çÿрекен выльăх хуçисене явап тыттармалла.
Каçал ен вăрманĕ питех те иемлĕ. Унта çăмăл машинăсемпе те, ушкăнпа çуран та чылай çын канма çÿрет. Вĕсем хыççăн вăрманта пушă кĕленчесем, пакетсем, сигаретăн пушă пачкисем çаплипех выртса юлаççĕ. Вĕсене камăн пуçтармалла-ши;
Пушă эрех кĕленчинчен пушар та тухма пултарнине пĕ-леççĕ вĕт-ха вĕсем. Шывсем хĕрринче те çавăн пек ÿкерчĕкех. Акă, урам тăрăх иртсе пыратăн та, унта та кунта — тем те пĕр.
Хăш-пĕрисем «пирĕн хыççăн ял поселени ĕçченĕсем çÿп-çап пуçтарĕç» тесе шутлаççĕ. Кашнин хыççăн пуçтарса пĕтереймеççĕ вĕсем. Таса пултăр тесен хамăрăн çÿплемелле мар.
Комсомольски тăрăхĕнчи ялсем, урамсем таса, илемлĕ пулччăр тесен, кунта пурăнакан кашни çыннăн тăрăшмалла, çÿп-çапа ятарлă вырăнсене пăрахмалла, выльăхсене кăнтăр ку-нĕнче урамра çÿретмелле мар.
Источник: "Каçал Ен"