АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçми çынсем, çулсем...

01 июня 2011 г.

Вăхăт пĕр чарăнмасăр чупать те чупать малалла. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 66 çул çитнине паллă турăмăр. Çапах унăн нуши-терчĕсем манăçа тухмаççĕ, тухас та çук: кашни киле, кашни çемьене сахал мар хурлăх кÿнĕ кунсем.

Сирĕн умра кивĕ сăн ÿкерчĕк. 46 çул каялла, Аслă Çĕнтерĕве çирĕм çул çитнине паллă тунă чух вăрçăра пуç хунă ентешсене ĕмĕр асăнса пурăнма Комсомольски паркĕнче палăк лартма никĕс хывнă. Сăн ÿкерчĕк çак саманта сăнлать. Ÿкерчĕк çинче ытларахăшĕ — вăрçăран аманса таврăннисем. Çавна пула нумайăшĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.

Сăн ÿкерчĕкри кашни ветерана ятран асăнма тивĕçлĕ. Пурне те аса илеймесен те, хăшне-пĕрне те пулин асăнни вырăнлă пулĕ.

Ÿкерчĕк çинчи пĕрремĕш ретри варринчи чи çÿлли М.И. Коротков — парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. Унпа юнашар сылтăм енче Ф.С.Кузьмин — ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ, П.И.Сорокин — райплан председателĕ. Теприн ятне аса илеймерĕм, С.К.Смирнов культура ĕçченĕ, юнашарри И.М.Серебров, парти райкомĕн ĕçченĕ Гера ятлă пĕчĕк ывăлĕпе. Малти ретре сулахайран пĕрремĕшĕ — А.А.Лукина учительница, сылтăмалла тăваттăмĕшĕ Г.А.Боровков, юнашарри — Т.П.Кунин.

Иккĕмĕш ретре тăваттăмĕшĕ — С.А.Буслаев прокурор, ун çумĕнче П.К.Манзуркин — райĕçтăвком председателĕ, юнашар Н.А.Яснопольский — перекет кассин пуçлăхĕ, Г.В.Боровков — Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ, ун хыççăн иккĕмĕшĕ И.В. Сушков, И.И.Краснов, М.В.Орлов — культура ĕçченĕ, А.В.Индюков — шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ, И.Ф.Гоголев — учитель, Р.П.Моисеев — банк управляющийĕ, Г.И.Павлов (хурал службин начальникĕ) йĕкĕреш ачисемпе. Сылтăмри чи хĕрринчи А.А.Александров — парти райкомĕн ĕçченĕ.

Ÿкерчĕке пăхар та аса илер: вĕсем пурте Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн, малашнехи ăрусен телейлĕ кун-çулĕшĕн пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă. Çĕнтерÿпе таврăннă. Мĕн çĕре кĕричченех хăйсене стройра шутласа малашлăхшăн ĕçленĕ, пурăннă. Вăрçă хыççăнхи çулсем мĕнле йывăр пулсан та, кашниех пуласлăх çинчен шутланă, 4—5 ачаран кая мар çуратнă, çĕр-шыва аталантарма çĕнĕ ăру ÿстернĕ.

Ÿкерчĕке пăхса ывăлĕ-хĕрĕсем, мăнукĕсем, ытти тăванĕсем вăрçă ветеранĕсене чысласа асăнĕç, вĕсен ят-сумне малалла тăсĕç. Ырă малашлăхшăн ĕçлеччĕр, пурăнччăр ветерансен несĕлĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика