01 июня 2011 г.
Урмаелĕнчи «Лейсан» ача садĕнче çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас, вĕсен сывлăхне упрас тесе педагогсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Кашни кунах кунта 132 ача çÿрет.
Ача сачĕн коллективне 23 çул ĕнтĕ яваплăха туякан, пултаруллă педагог Н.М.Миннетуллина ертсе пырать. «Профессие эпĕ тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шутлатăп. Пирĕн ĕçре чи кирли вăл — ачасене юратни. Ĕçре воспитателĕн шăпăрлансене ăшпиллĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе, сăн-сăпатпа тата чун-чĕре илемĕпе тыткăнламалла. Ăс-хакăлне те анлăлатма ăнтăлмалла унăн»,— терĕ Наиля Мирзияновна.
Паянхи кун 6 ушкăн ачапа 9 воспитатель ĕçлет. Вĕсем пĕтĕм чунне парса тăрăшаççĕ.
«Ача садĕнче кашни уявра тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕсене те чĕнме манмастпăр»,— паллаштарчĕç хăйсен ĕç-хĕлĕпе Ферине Велиахметовăпа Минезия Камальдинова воспитательсем. Сăмах май, Минезия аппа çак ĕçре ача сачĕ уçăлнăранпах — 23 çул тăрăшать.
Ачасене кунта шкула кайма та тĕплĕн хатĕрлеççĕ. Ĕç урокĕсенче воспитательсемпе ÿкерчĕксем, пластилинран тата хутран тĕрлĕ япаласем ăсталаççĕ. Тĕслĕхрен, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче ачасем амăшĕсене хăйсем ăсталаса парнесем панă. Паллă уявсенче ашшĕ-амăшĕсене юрă-ташăпа, сăвăсемпе савăнтараççĕ. Апатне те тутлă пĕçереççĕ кунта. Урăхла май та çук. 20 çул ытла çак ĕçре тăрăшакан Алсу Садртдиновăпа Рушания Хисамутдинова поварсен опычĕ те пысăк.
Кăçал «Лейсан» ача сачĕ 26 воспитанникпе сыв пуллашрĕ.
«Ача садĕнче 6 ушкăн пур пулсан та, черетре ачасене вырнаçтарас кăмăллисем тата 100-ĕн. Шел пулин те, вырăн пурин валли те çитмест», — çакăн пек сăмахсемпе сыв пуллашрĕ манпа Наиля Мирзияновна заведующи.
«Лейсан» ача садĕнчи шăпăрлансене туллин аталанма пĕтĕм услови пур. Çавăнпа та пулас ăрăвăн садикре ăс-хакăл пухмаллах, тĕрлĕ енлĕ аталанмаллах.
Источник: "Каçал Ен"