АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунти кунхи канашлура

01 июня 2011 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, майăн 30-мĕшĕнче райадминистраци за-лĕнче тĕрлĕ структурăсен ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе ирхи планерка иртрĕ. Тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç унта. Паллах, пирваях çитес шăмат кун, июнĕн 4-мĕшĕнче, районта иртекен ĕçпе юрă уявне хатĕрленесси мĕнле шайра пулни пирки сăмах пычĕ. Çав кунах Ульяновск хулинче пулакан Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйне те пирĕн район делегацийĕ хутшăнĕ. «Чĕмпĕре каякансенчен чылайăшĕ Комсомольски район территорийĕ урлă иртет. Хăнасем умĕнче намăс курас марччĕ, çулсене пăхса тăракан организацисен çул хĕррисен тирпейлĕхĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла»,— терĕ район пуçлăхĕ Евгений Карпеев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков июнĕн 3-мĕшĕнче пирĕн района РФ Патшалăх Думин депутачĕ К.И. Косачев ĕçлĕ визитпа килессе пĕлтерчĕ. Вăл темиçе предприятие çитсе вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашма палăртнă. Июнĕн 5-мĕшĕнче вара Комсомольски ялĕнчи чиркĕве Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава килет, служба ирттерет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика