01 июня 2011 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Кĕме çук вырăнсенче тĕш-тырă акмалли юлнă. 10 хуçалăхра çĕр улми лартса пĕтермен. Ку ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра пур хуçалăхра та çумкурăксене хирĕç кĕрешеççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем гербицидсем сапаççĕ. Ку енĕпе кăтартусене тĕп-тĕрĕс пама çук, мĕншĕн тесен вĕсем кунсерен çеç мар, сехетсерен улшăнса пыраççĕ.
Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсенче 5 пин гектар ытларах нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнеççĕ. Вĕсем çулмалăх пулса çитнĕпе пĕрех. Хăш-пĕр хуçалăхсенче ăна çулса выльăхсене çитерме пуçланă. Кĕçех ут çи пуçланĕ. Курăксене вăхăтра çуласчĕ, кая юлсан вĕсен пахалăхĕ чакать. Ут çине тухмалли техникăна хатĕрлесе çитересчĕ. Мĕн пуррине вăхăтра тата пахалăхлă пухса илесчĕ.
Источник: "Каçал Ен"